Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тата икĕ клубра газ пулĕ

     Районти культура учрежденийĕсем йывăрпа пулин те майĕпен çут çанталăк газĕпе хутса ăшăнма тытăнаççĕ. Паянхи куна 15 учреждени "кăвак çулăмпа" хутăнать. Çак кунсенче вара Кавал тата Энтепе ялĕсенчи культура çурчĕсенче йышăну комиссине кĕтеççĕ. Кунта мĕн пур ĕçе вĕçлес тесе культура ĕçченĕсем çеç мар, ял çыннисем те чылай тăрăшнă. Кавалта, тĕслĕхрен, хальхинче те ял çамрăкĕсем пысăк пуçарулăх кăтартнă.



"Елчĕк Ен"
22 ноября 2005
00:00
Поделиться