Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сывă пурнăç йĕркине сарать

     Кĕçĕн Таяпари "ЯрМат" спортклуб членĕсем Шупашкарта пулса иртнĕ çамрăксен обществăлла пĕрлешĕвĕсен спартакиадине хутшăннă. Эстафета ăмăртăвĕнче 18 команда хушшинче вĕсем виççĕмĕш вырăна тухнă. Алă вăйĕ виçессипе Е.Ярославлева - иккĕмĕш, А.Серебряков - виççĕмĕш вырăнсене пайланă. Атрибутика конкурсĕнче команда виççĕмĕш пулнă.

     Сывă пурнăç йĕркине сарас тĕллевпе йĕркеленĕ çамрăксен спорт клубĕ çулталăк каялла ĕçлеме пуçланă. Ăна Сергей Петров ертсе пырать. Спортклуб çывăх вăхăтрах учительсене - Козловсене асăнса ирттерекен волейбол турнирне хутшăнма хатĕрленет.



"Елчĕк Ен"
22 ноября 2005
00:00
Поделиться