Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пурнăç илемлĕ çынсемпе пуян

     ...Масмак ятлă хĕр ача амăшĕпе пĕрле шыв ăсма кайнă. Аслатиллĕ çумăр хыççăн çанталăк шăпах пулнă. Хумсем çыран хĕрринче выртакан авалхи кăнттам чулсене мăраннăн киле-киле ыталанă та каялла чакнă.
     "Анне, куратăн-и, ав, асамат кĕперĕ", - тесе хĕпĕртенĕ хĕр ача. Чăнахах та, тинĕс çине касса тĕрленĕ пысăк кĕвенте евĕр асамат кĕперĕ тухса тăнă. Ун çинчи хĕрлĕ, сарă, кăвак, симĕс тĕссем Масмака савăнтарнă. "Анне, аннеçĕм, çут çанталăк та сан пекех, ав, тинĕсрен шыв ăсать", - хушса хунă хĕр ача. "Ыран та çумăр çăвасшăн пуль, çавăнпа вăл шыв ăсать", _ евитленĕ Масмак амăшĕ. Вĕсем асамат кĕперне ытараймасăр пăхса тăнă хыççăн килелле утнă.
     Килне таврăнсан, Масмак амăшĕнчен шап-шур ката пир татăкĕ ыйтса илет те тăрăшсах тĕрĕ тĕрлеме пикенет. Пĕчĕк те ачаш пỹрнисем хушшинчи çинçе йĕп пир ăшне пĕр кĕрет те пĕр тухать. Хĕрлĕ тĕс çумне сарă тĕс хутшăнать. Симĕс те кăвак пурçăн çипсем пĕрчĕн-пĕрчĕн, кăвак хуппи пек йăлтăртата-йăлтăртата илеççĕ. Эрнипех тĕрлет хĕр ача тĕррине. Тепĕр эрнере вăл тинĕс хĕррине кайса çỹрет, çумăр хыççăн тухакан кĕперне сăнать. Виççĕмĕш эрнере тин Масмак тĕррине тĕрлесе пĕтерет.
     "Аннеçĕм, сан валли", - тесе вăл эрешленĕ пир татăкне амăшĕн пуçне чечек кăшăлĕ евĕр çыхса ярать. "Хĕрĕм, ку асамаст кĕперĕ-çке", - тесе хĕпĕртесе ỹкет амăшĕ, хĕрне ыталаса чуп тăвать. Вара вĕсем яланхи пекех иккĕш пĕрле тинĕс хĕррине шыв ăсма тухса утаççĕ. Масмак тĕрри урамри çынсене те тĕлĕнтерет. Вăл чăнахах та асамат кĕперĕ евĕр туйăннă. Хĕрлĕ, симĕс, кăвак çипсемпе тĕрленĕ эреше курсан кашни тĕл пулакан çын чарăнса тăрать. Кам тĕрленине ыйтсан, Масмак амăшĕ: "Ман хĕр ача", - тесе евитлет. Çапла вара çак кунран пуçа çыхакан эрешлĕ катан пир татăкне халăхра "масмак" тесе калама пуçлаççĕ. Çапла пуçларĕ "Ăста алăсем" кружокăн черетлĕ занятине Евгения Николаевна. Ун хыççăн ачасем тĕрлĕрен эрешсемпе, хăйсен ертỹçи тата шкулти ытти вĕрентекенсем ăсталанă масмаксемпе паллашрĕç. Хăйсем те аллисене йĕпсем тытса шăрçа тирме пикенчĕç...
     Халапри Масмак хĕрпе танлаштарас килет пирĕн шкулта ĕçлекен Е.Н.Корниловăна. Çак вĕрентекенте чăваш çыннин чи хỹхĕм енĕсем пуçтарăннă тейĕн: вăл ĕçе питĕ тĕплĕн те тирпейлĕн тăвать, ачасене те çавнах вĕрентет. Мĕн кăна тума пĕлмест-ши унăн ылтăн алли? Миçе çынна кĕпе-тумтир çĕлесе паман-ши? Ырă та уçă кăмăллăскер, пурин кăмăлне те тивĕçтерме тăрăшать. Тĕрре-çĕвве вĕреннисĕр пуçне ачасем кружокра çемçе теттесем ăсталаççĕ, шăрçаран мăй çыххисем, тухъя-масмаксем тăваççĕ. Ачасен ĕçĕсем тĕрлĕрен выставкăсене илемлетеççĕ.
     Çапла, илеме курма, туйма пĕлет Çуткỹл шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Евгения Николаевна Корнилова. Ачасене литературăри тĕрлĕ хайлавсенчи сăнарсем урлă илемлĕхе курма, туйма вĕрентет: "Илеме сăнаса пăхсан чунра ырă туйăм çуралчĕ-тĕк, шухăш-кăмăл çĕкленчĕ-тĕк - эсĕ илеме чунпа туйнă. Пурнăç, хитрелĕхе çут çанталăк илемĕнче çеç мар, пурнăç вăл илемлĕ çынсем пуррипе те пуян. Мĕнле çынсене эпир илемлĕ тетпĕр-ха?" - çакăн пек ыйтусене хускатма, вĕсем çине хуравсем тупма хăнăхтарать ачасене хăйĕн ĕçне чунтан парăннă учитель.
     "Çынра йăлтах илемлĕ пулмалла: сăнĕ те, тумĕ те, чунĕ те, шухăшĕ те", - тенĕ вырăссен паллă çыравçи А.П.Чехов. Юратнă вĕрентекенĕн илемне ачасем савăк та кăмăллă сăн питĕнче, сăпайлă та килĕшỹллĕ тыткаларăшĕнче, иксĕлми ĕçченлĕхĕнче, çивĕч ăсĕпе анлă тавра курăмĕнче, тирпейлĕ çи-пуçĕнче, чун ăшши-юратăвĕнче, виçеллĕ те çыпăçуллă калаçăвĕнче, ырă шухăш-ĕмĕтĕнче кураççĕ. Е.Н.Корнилова шкулти вĕренекенсемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те - ырă тĕслĕх. Яланах кирлĕ канаш пама хатĕр ĕçтеш, пурнăç çулĕпе утма шанчăклă юлташ, виçĕ ачашăн юратнă амăшĕ, хаклă мăшăр, ĕçчен кин, ял çинче хисеплĕ çын. Ахальтен мар Курнавăш çыннисем ăна ял поселенийĕн депутачĕ пулма суйларĕç. Амăшĕшĕн вара - хăйĕн ĕçне малалла тăсакан аслă хĕрĕ.
     Евгения Николаевнан амăшĕ, Мария Петровна Петрова, 42 çул ытла шкулта ачасене математика предметне вĕрентнĕ. Вĕренекенĕсем паянхи кун та ăна ырăпа çеç аса илеççĕ. Пултаруллă учитель ачасене тĕрлĕ ăсталăха хăнăхтарнă. Ялти нумай çынна кĕпе-тумтир çĕлесе панă. Паянхи кун та 70 урлă каçнă пенсионер мăнукĕсене, тăванĕ-пĕлĕшĕсене алса-нуски, калпак-кофта çыхса парать. Куçĕ пачах та курмасть пулин те ăсĕ-тăнĕ çивĕч, сывлăхĕ çирĕп-ха унăн. Хĕрĕсем (кĕçĕн хĕрĕ Ираида - математика учителĕ пулма вĕреннĕ) ашшĕпе амăшĕн ĕçне малалла тăснăшăн савăнать, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе хĕпĕртет ватă учитель.
     Ашшĕ, Николай Федорович Кузнецов, ялти шкулта истори учителĕ пулса ĕçленĕ. Хăйĕн анлă тавра курăмĕпе, çивĕч ăсĕпе тыткăнланă вăл вĕренекенсене.
     Мăшăрĕпе, Г.В.Корниловпа, пĕр шкултах ĕçлеççĕ. Герасим Васильевичăн урокĕсене те ачасем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Вăл физика предметне вĕрентет, директорăн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.
     Хăйсен сумлă ĕçĕпе ырă ята тивĕçлĕ çак учительсен династийĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ - 110 çул.
     "Ĕç çынна илем кỹрет", - тенĕ ваттисем. Илемлĕ çын - илемлĕ çемье - илемлĕ тĕнче. Çак çыхăну пурнăç тытса тăрать.


"Елчĕк Ен"
22 ноября 2005
00:00
Поделиться