Пирĕн милици пире пулăшать-ха...
...анчах хуçалăх пурлăхĕшĕн яваплă çынсем ăна хакламаççĕ. Районти шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ В.Н.Волков палăртнă тăрăх ял хуçалăх производство кооперативĕсенчен выльăх-чĕрлĕх вăрласси чакмасть. Иртнĕ эрнере "Марс" ЯХПКра çĕрле лашасене витерен кăларса янă, пĕрне вăрласа кайнă. Районти шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем тăрăшнипе лаша вăррисене тытнă, выльăха хуçалăха тавăрса панă. Тепĕр икĕ кунтан "Нива" ЯХПК ертỹçи Г.Смирнов икĕ лаша çухални çинчен пĕлтернĕ. Каллех шалти ĕçсен пайĕн пĕтĕм йышне ура çине тăратма, кỹршĕллĕ районсенчи йĕрке хуралçисене хутшăнтарма тивнĕ. Икĕ лашине те шыраса тупнă. Çак преступление Курнавăш çыннисем те хутшăнни палăрнă. В.Н.Волков пĕлтернĕ тăрăх çак икĕ преступление уçса пама темиçе автомашинăпа йĕр йĕрленĕ, шалти ĕçсен пайне уйăрса паракан бензинăн уйăхри нормине пĕтернĕ. Тен, лаша вăрлаттарса янă хуçалăхсем бензин тăкакне саплаштараççĕ? Çук, вĕсем милици работникĕсене тав тума та маннă иккен.