Пĕлес килет
Район хаçатне юратса вулатăп. Юлашки вăхăтра "Елчĕк енре" "Тĕмер ялĕ тата унăн çыннисем" истори очеркĕсем пичетленеççĕ. Пурнăçăма спортпа çыхăнтарнă май мана уйрăмах спорт сыпăкĕ интереслентерчĕ. Ял историне пĕлни питĕ лайăх. Çавăн пекех манăн районти ытти ялсен историйĕсене те пĕлес килет. Эсир мĕнле шутлатăр, хаçат тусĕсем?
"Елчĕк Ен"