Нумай çăмăллăхпа усă кураççĕ
Раççейре 2003 çулта федерацин тĕллевлĕ программи вăя кĕнĕ. Унпа килĕшỹллĕн Раççей çарне 2004-2007 çулсенче контракт мелĕ çине куçармалла. Çак программăна пурнăçа кĕртмешкĕн 79091,65 млн. тенкĕ уйăрнă.
Раççей çарне службăна контракт йĕркипе кайма 19-40 çулсенчи запасра тăракан арçынсем тата 20-40 çулсенчи хĕрарăмсем килĕшỹ тума пултараççĕ. Малтанхи контракта 3 çуллăха тăваççĕ, ун хыççăн контрактникĕн шухăш-кăмăлне шута илсе тата вăл хăй килĕшнине кура контракт срокне 5 тата 10 çул таран тăсма пултараççĕ.
Паянхи кун тĕлне районти çар комиссариачĕ урлă Екатеринбург облаçĕнче вырнаçнă 34 МСД контракт мелĕпе службăна кайма пулать. Дивизи 4 гарнизонпа 5 хулара вырнаçнă: Екатеринбург, Верхняя Пышма, Тюбук, Чебаркуль, Карабаш.
Контрактниксене тỹлевсĕр апат-çимĕç паекĕпе, тумтирпе, медицина пулăшăвĕпе, пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтереççĕ. Уйăхсерен салтаксен шалăвĕ 7757 тенкĕпе, кĕçĕн сержантсен - 8458 тенкĕпе, сержантсен - 9336 тенкĕпе, аслă сержантсен 9896 тенкĕпе танлашать. Унсăр пуçне, çар дисциплинине пăсмасан, çар тивĕçне тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласан, отпуска кайсан 3 оклад таран хушса тỹлеççĕ. Çулталăк вĕçĕнче преми 3 оклад чухлĕ, отпуска кайнă чухне 2 оклад чухлĕ матераллă пулăшу параççĕ. Енчен те салтак столовăйра апатланмасан ăна уйăхсерен 600 тенкĕ тỹлеççĕ. Караула çỹресен, полигона тухсан кунсерен 100 тенкĕ хушса тỹлеççĕ. Çулсерен отпускпа тивĕçтереççĕ, санаторипе курортра сипленме укçа параççĕ. Виçĕ çул службăра тăнă хыççăн конкурссăр аслă вĕренỹ учрежденийĕсене вĕренме кĕме май пур.
Контрактпа службăна каякансем тĕрлĕрен çăмăллăхсемпе усă кураççĕ. Вĕсем çинчен тĕплĕнрех çар комиссариатĕнче ыйтса пĕлме пулать.
Çулталăк службăра тăни ĕç стажĕ шутланă чухне çулталăк çурăпа танлашать.
Çапла вара контракт йĕркипе çар службине каяс текен запасри салтаксемпе сержантсене районти çар комиссариатне, 6-мĕш пỹлĕме килме ыйтатпăр.
"Елчĕк Ен"