Кирлех-и вăл? Çук, паллах.
Урампа иртсе пыратăн-и е пĕр-пĕр предприятипе организаци умне çитетĕн-и - арçынсем виççĕн-тăваттăн пухăннă та - пирус мăкăрлантараççĕ. Ваттипе юнашарах çамрăкки те çăра тĕтĕме ĕмет. Юрать-ха хĕр ачасем пирус туртни туйăнсах каймасть ял çинче. Хулара вара хĕрсем те вăтанмаççĕ, каччăсемпе пĕр танах тытаççĕ хăйсене.
Пĕринче, акă, яла кайма тухнă эпир. Чарăнура автобус кĕтетпĕр. Пиртен кăшт çеç каярах ушкăна виçĕ хĕр хутшăнчĕ. Кỹршĕ ял хĕрĕсем, вĕсем те автобус кĕтеççĕ. Унччен те пулмасть хулара вĕренекенсем будка хыçне кайрĕç. Мĕн тăваççĕ тетĕр вĕсем? Пирус туртаççĕ. "Килтисем ан сисчĕр, пачкăсене кунта хурса хăварар, ыран, каялла кайнă чухне, илĕпĕр", - теççĕ хайхисем. Ырă та, усал та чĕнеймерĕм: "Вăт, килтен ырăпа кăларса яратпăр ачасене, хулара вĕсем те майрасенчен юлмаççĕ иккен"...
Пирус туртни сиенлĕ иккенне кашниех пĕлет, анчах пур пĕрех нумайăшĕ унпа сыв пулашма васкамасть. Çав хушăрах туртманнисем те сахал мар. Мĕн шухăшлаççĕ вĕсем сиенлĕ йăла пирки.
Алексей Владимирович (66 çулта). Çак тарана çитиччен пируса çăвара виçĕ хутчен хыпса курнă. Ыррине нимĕн те туймарăм. Каярахпа салтакра сĕнсе пăхрĕç, каллех мана кирлĕ маррине ăнлантăм. Çупа улăштартăм ăна. Хамăн сывлăха мĕншĕн сиен кỹмелле. Туртакан хĕрсенчен тĕлĕнетĕп, мĕн çинчен шухăшлаççĕ вĕсем. Пулас ача амăшĕсем-çке пирĕн мăну- кăмсем.
Иван (50 çулта). Салтакра чухне пирус туртма вĕрентĕм, авлансан - пăрахрăм. Çемье бюджетне чакарать вăл. Ахальтен каламан пулĕ: пирус туртакан пĕр çурт лартмалăх укçа-тенкĕне тĕтĕмпе кăларса ярать. Çамрăксем мĕншĕн туртнине пачах ăнланмастăп.
Сергей (20 çулта). Пирус туртакан хĕрсемпе калаçмастăп та. Хам та туртмастăп, пурнăç илемĕпе савăнса пурăнас килет-ха манăн.
Саша (45 çулта). Салтакран килнĕренпех туртатăп. Анчах хĕрсем туртнине кăмăлламастăп. Хамăн хĕр туртас пулсан-и, ой-ой, Тур сыхлатăрах.
Ирина (25 çулта). Çемьеллĕ мар-ха эпĕ. Атте-анне эпĕ туртнине пĕлмест. Савнă тусăм нимĕн те каламасть, хăй те туртать.
Марина (18 çулта). Пирус туртса курман. Унăн шăршине те чăтма пултараймастăп. Атте те, пичче те туртмасть. Туртман йĕкĕтсене кăмăллатăп.
Кашни çыннăн хăйĕн шухăш-кăмăлĕ. Анчах табак туртнин сиенĕ пысăк-çке. Сывлăх вара чи хакли. Ăна нимĕнле хаклă кĕмĕлпе те туянаймăн.
"Елчĕк Ен"