Кỹршĕсемшĕн мар, хамăршăн ĕçлемелле
Хальхи вăхăтра ял хуçалăхĕнче сĕт туса илесси тупăшлă. Ăна ĕçлесе продукци хатĕрлекенсем сĕт туса илекенсенчен тата нумайрах услам илеççĕ. Çавăнпа район администрацийĕ хамăр патăмăрта туса илнĕ сĕте "Елчĕкри сыр пĕçерекен завод" ОАОра тата "Елчĕк сĕчĕ" ОООра ĕçлесе продукци хатĕрлени районшăн усăллă пулнине шута илсе, (ĕç вырăнĕсем сыхланса юлаççĕ, рабочисем, предприятисем район хыснине налуксем тỹлеççĕ) ял администрацийĕсене сĕт пуçтармалли заданисем панă. "Елчĕкри сыр пĕçерекен завод" ОАО юлашки вăхăтра сĕтĕн пĕр килограмне 6 тенкĕ те 60 пуспа йышăннине, сĕт пуçтарма хăйĕн транспортне явăçтарнине ырламалла çеç. Апла пулин те сĕт çав-çавах район тулашне каять. Çавăнпа район пуçлăхĕ ял администрацийĕсен пуçлăхĕсене çапла асăрхаттарчĕ: малашне те лару-тăру улшăнмасан ял поселенийĕсен пуçлăхĕсен ялсене асфальт сарма, юсама, ытти ĕçсене пурнăçлама укçа-тенке районтан мар, район тулашĕнчи сĕт пуçтаракансенчен ыйтмалла пулмĕ-ши?