Йыш хушăнсах пырать
Хальхи вăхăтра хваттер условийĕсене лайăхлатма çамрăк çемьесене патшалăх пысăк пулăшу кỹрет. Çавна май кил-çурт çавăракан çамрăк çемьесен йышĕ хушăнсах пырать.
Кавал ялĕнче пурăнакан Федорпа Алина Теллинсем "Çамрăк çемье" программăпа усă курса хăйсем валли хăтлă çурт çавăрса лартрĕç. Паллах, ашшĕ-амăшĕн, çывăх тăванĕсен пулăшăвĕ те пысăк вырăн йышăнать кунта.
Çемье пуçĕ Федор "Комбайн" хуçалăхра водитель пулса ĕçлет. Алина икĕ çĕрте тăрăшать - ялти культура çуртĕнче тата "Комбайн" хуçалăхра.
Теллинсем ялта ырă ятлă. Пĕр-пĕрне савса, хисеплесе пурăнаççĕ вĕсем. Алина Кушкă хĕрĕ пулнă. Качча тухиччен Шупашкарти 20-мĕш номерлĕ профтех-училищĕре вĕренсе кулинар профессине алла илнĕ. Çуртра чечексем йышлă ỹстерет вăл.
Федор платник ĕçне кăмăллани туйăнать. Кирилл ывăлĕ шкул хыççăн ашшĕ-амăшне тĕрлĕ ĕç пурнăçлама пулăшать.
Çурт çавăрнă вăхăтра çакăн евĕр пысăк пулăшу кỹнĕшĕн Теллинсем Чăваш Республикин Президентне Н.Федорова пысăк тав сăмахĕ калаççĕ.
"Елчĕк Ен"