Ырă çынран - ырлăх, усаллинчен - шырлăх
Аслă Пăла Тимеш ялĕнче пурăнакан Курицынсен çемйине ял-йыш хисеплет. Çур ĕмĕр алла-аллăн тытса шăкăл-шăкăл калаçса пурăннă Михаил Романовичпа Мария Федоровна. Иккĕшĕ те 1930 çулта кун çути курнă. Çемье пуçĕ çак ялтах çуралса ỹснĕ, унăн мăшăрĕ - Кивĕ Эйпеçрен.
Ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çăмăл килмен вĕсен. Вăрçă тата ун хыççăнхи çулсенче кирек хăш ĕçе те тума тивнĕ. Аслисемпе тан колхоз хирĕнче тăрăшса ĕçленĕ: тырă вырнă, çапнă... Каярахпа та хуçалăх ĕçĕнчен пăрăнман. Михаил Романович чылай çул ялти пилорамăра тăрăшнă. Алли çыпăçуллă пулнăран ял çыннисене чỹрече рамисем нумай ăсталаса панă вăл. Мария Федоровна мĕн пенсие кайиччен миçе çĕр гектар çĕр çинчи çум курăка тасатман-ши, хуçалăхăн выльăхĕсем валли миçе çĕр тонна выльăх кăшманĕ çитĕнтермен-ши? Ĕçле-ĕçлех ватăлчĕç, çитмĕл пилĕк çула та çитсе тăчĕç. "Ĕмĕрĕмĕре ахаль ирттермерĕмĕр пулĕ, ачи-пăчине çуратнă, вĕсем Çĕпĕрте пурăнаççĕ, чăваш ятне унта çĕклеççĕ", - теççĕ ватăсем пĕрлешнĕренпе 50 çул çитнине халалласа ларнă сĕтел кĕрекинче.
Ултă ача пăхса çитĕнтернĕ Курицынсем. Паянхи кун вĕсем пурте ырă-сывă, çемьеллĕ. 11 мăнукĕ тата мăнукĕсен виçĕ ачи вĕсен йăх-несĕлне малалла тăсать. Ĕнер çеç ача-пăча сасси илтĕнмен çуртра паян шавлă. Ывăл-хĕрĕсем, мăнукĕсем, тăванĕсем сумлă ватăсене çуралнă кунпа, ылтăн туй ячĕпе саламлама пуçтарăннă.
Аслă хĕрĕ, Зоя, Çĕпĕрте пурăнать. Юлашки вăхăтра бизнеспа ăшталанать. Унăн çемйи кафе-ресторан тытать. Люся вара Кушкăра пурăнать. Хуçалăхра кладовщикра тимлет. Ашшĕ-амăшĕ патĕнче тăтăшах пулать, ялан пулăшать вĕсене. Миша аслă аппăшĕ хыççăн Çĕпĕре тухса кайрĕ, унта çемье çавăрса тарăн тымар ячĕ. Герман ялта, хуçалăхри тĕрлĕ ĕçе хутшăнать. Бориспа Ваня та Кемерово тăрăхĕнче. Ашшĕпе амăшĕ ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕрен инçетре те Курицынсен ятне ямаççĕ. Чăваш яланах сăпайлă та ĕçчен пулнипе палăрнă. Кинĕсен йышĕнче вырăссем те пур. Вĕсемпе те пĕр чĕлхе тупнă ватăсем.
"Çыннăн ĕмĕрĕнче çурт тумалла, йывăç лартмалла, ача-пăча ỹстермелле" текен каларăша Курицынсем тивĕçлипе пурнăçланă. Тирпейлĕ çурчĕ илемлĕн ларать, ултă ача çитĕнтернĕ, йывăçне те сахал мар лартнă. Нимĕн те калаймăн, улмуççине кура çимĕçĕ те паха ĕнтĕ. Ара, "Ырă çынран - ырлăх, усаллинчен - шырлăх" тени тĕрĕсе тухать мар-и?
"Елчĕк Ен"