Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çара каймалла, каччăсем!

     Кĕрхи призывăн пысăк пайĕ хыçа юлчĕ ĕнтĕ. Чылай çамрăк çак хушăра салтак атти тăхăнса çарти лару-тăрупа паллашма ĕлкĕрчĕ. Мĕнле пырать-ха кĕрхи призыв пирĕн районта? Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕç çине çамрăксем мĕнлерех пăхаççĕ? Çак тата ытти ыйтусене районти çар комиссарне В.Буклакова хуравлама ыйтрăмăр.

     - Кĕрхи призыв йывăрпа пырать тесен тĕрĕсрех пулĕ. Паянхи кун тĕлне çара яма палăртнă 53 çамрăкран 40-шĕ призыв комиссине кĕнĕ, вăл шутран 25 каччă салтак аттине тăхăннă та ĕнтĕ. Призыв комиссийĕ витĕр тухмалли çамрăксенчен чылайăшĕ темиçе чĕнсе ярсан та çар комиссариатне килменни пăшăрхантарать. Чылай чухне çул çитнĕ çамрăк килте çук е ашшĕ-амăшĕ ачи хутне кĕрсе салтака каймалли вăхăта çуркуннеччен е тепĕр çулччен тăсма тăрăшать. Теприсем вара чирлĕ, çемьеллĕ, вĕренни çинчен калакан отсрочкăсене те çар комиссариатне килсе пама ỹркенеççĕ.

     - Пĕрре чĕнсе янă хыççăн çамрăксем призыв комиссине килмесен вĕсемпе тата мĕнле хушма ĕçсем ирттеретĕр?

     - Пĕрре чĕнсе янипе çеç çамрăка вырăнтан хускатаймăн. Çавăнпа та призыв комиссийĕнчен пăрăнса çỹрекенсемпе ĕçлеме прокуратура, милици ĕçченĕсене явăçтаратпăр. Кăçалхи призывра та, акă, уклонистсем пирки асăннă органсене икĕ хутчен сведени панă. Анчах çакăн хыççăн та чылай чухне ашшĕ-амăшĕ кăна килет çар комиссариатне. Çара каймалли çамрăка повесткăна икĕ хутчен хăй аллине тыттарсан та вăл призыв комиссине килмесен пирĕн ун çинчен ĕç пуçарма прокуратурăна документсем тăратма ирĕк пур.

     - Мĕн пур ял администрацийĕпе йывăр лару-тăру е йĕркене пăхăнакансем те пур?

     - Ял администрацийĕсемпе илсен, Аслă Пăла Тимеш ял администрацийĕнчен 53 çамрăкран 44-шĕ, Лаш Таяпа ял администрацийĕнчен - 43 çамрăкран 29-шĕ, Елчĕк ял администрацийĕнчен 100 çамрăкран 53-шĕ килнĕ. Аслă Елчĕкрен 43-рен 25 çамрăк, Курнавăш ял администрацийĕнчен 35-рен 27, Аслă Таяпа ял администрацийĕнчен 27-рен 17, Кĕçĕн Таяпа ял администрацийĕнчен 26-ран 18, Тĕмертен 24-ран 15, Хăвăлçырма ял администрацийĕнчен 8-тан 3, Çирĕклĕ Шăхаль ял администрацийĕнчен 16-ран 9, Тăрăм ял администрацийĕнчен 21-тен 15 çамрăк призыв комиссине килнĕ.

     - Кашни çамрăкăнах çул çитсен Тăван çĕршыва хỹтĕлекенсен ретне тăмалла. Çара кайиччен пĕр-пĕр специальноçа алла илни вара камшăн ытлашши пулма пултарĕ?

     - Каламасăрах паллă, кирек мĕнле пĕлỹ, ăсталăх пурнăçра пулăшать кăна. Пуян тавра курăмлă, ылтăн алăллă çынна пурăнма та çăмăлрах, ăна юлташĕсем те, ытти çынсем те хисеплеççĕ, сума сăваççĕ. Арçын текен çыншăн автомашинăпа çỹреме пĕлни, электротехникăна ăнланни, ăна юсама пултарни нихăçан та ытлашши пулас çук. Оборона министерстви шăпах çак специальноçсене тỹлевсĕр вĕрентет те. Паянхи кун районти çар комиссариачĕ урлă Шупашкара связиста, водителе, электрика вĕренме кайма пулать. Çавăн пекех водителе Елчĕк шкулĕнче те вĕренме май пур: "С" категорине тỹлевсĕр, "В" категорине те илес тесен 800 тенкĕ тỹлемелле. Вĕренме каймалли йĕрке çинчен тĕплĕнрех районти çар комиссариатĕнче ыйтса пĕлме пулать.



"Елчĕк Ен"
22 ноября 2005
00:00
Поделиться