Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Сутуçăсем мĕншĕн "сивĕ"?

     Суту-илỹ ĕçченĕсен профессиллĕ уявĕ умĕн РФ Патшалăх Думин депутачĕ Павел Семенов сутуçăсене саламласа каланă сăмахсем асра:
     "Сирĕн професси ĕçĕ пĕлỹпе, пултарулăхпа çеç мар, халăхпа калаçма пĕлнипе те çыхăннă. Эсир кашни туянакана кăмăллăн кĕтсе илме, тимлĕн итлеме, сĕнỹ пама, туяннă таваршăн тав тума тăрăшатăр", - тенĕ унта. Чăн та, ырă сăмахсене тивĕçлĕ сутуçăсем сахал мар паян, уйрăмах хулара. Шупашкарти кирек хăш лавккана кĕрсен те сутуçăсен тараватлăхне пула илес темен тавара та туянса тухатăн тепĕр чух. Кирлĕ пулсан вĕсем сана курупкăри тавара виçĕ хутчен кăларса ĕçре кăтартса параççĕ. Тĕплĕн ăнлантарса панă хыççăн туянмасан та кỹренмеççĕ, тата килме сĕнеççĕ.
     Паян вара эпир куллен тĕл пулакан сутуçăсем пирки калаçас шухăшăм пур. Район центрĕнче юлашки вăхăтра лавккасем пĕрин хыççăн тепри çĕкленчĕç. Курса савăнмалăх, танлаштармалăх пур. Таварсен ассортименчĕ пуян пулин те сутуçăсен сивĕлĕхне пула тепĕр чухне алăк умне çитсен е магазина кĕрсен те каялла çаврăнса утатăн. "300 тенкĕлĕх япала илес тенĕ çĕртенех сутуçă тавара кăтартма васкаманран магазинран каялла тухса кайрăм", - пĕлтерчĕ нумай пулмасть пĕр пĕлĕшĕм. Тĕрĕссипе çак лавккари сутуçăсен сивĕлĕхĕ, мăранлăхĕ пирки темиçе çынран та илтме тỹр килнĕ. Район центрĕнчи тепĕр уйрăм предпринимателĕн лавккинчи сутуçăсем пирки те лайăххине сахал калаççĕ: "Сиввĕн кĕтсе илеççĕ, таварĕсене сĕнме пĕлмеççĕ..." Эппин клиенчĕсене çухатаççĕ. Пĕрре сивĕ сăмах илтнĕ хыççăн вăл сутуçăран çеç мар, лавккинчен те сивĕнетĕн, кам çав лару-тăрăва лексе курнă. Çав вăхăтрах лавкка хуçи çак пулăм çинчен пĕлмессе те пултарать, сутуçă ун умĕнче хăйне йăваш тытать-çке.
     Сăнанă тăрăх, хăйĕн е тăванĕн лавккинче сутакансем килĕшỹпе ĕçе кĕнисенчен хăйсене чылай кăмăллăрах тытаççĕ. Хăлхи илтмен е тирпейсĕр туянакансем çине те кỹренмеççĕ вĕсем, тата мĕн кирлине çине-çине ыйтса тăраççĕ, çепĕç чĕлхипе кирек кама çавăраççĕ. Пасарти сутуçăсем те, хăйсен таварне сутнăранах-тăр, туянакансемпе яланах ăшă та тарават. Çакăн пек ырă сăмаха райпо сутуçисем çинчен те калама пулать. Сентресен пуянлăхĕпе, туянакансен йышĕпе мухтанаймаççĕ пулин те лавккана кĕрекенсем валли ăшă сăмах шеллемеççĕ. Сутуçă пулмах çурални, çак профессие чун туртнипе суйласа илни курăнать. Çĕнĕрен уçăлнă лавккасенчи сутуçăсен миçе проценчĕ вара ятарлă пĕлỹллĕ-ши? Кирек мĕнле пĕлỹллĕ специалист пулсан та, енчен те сутуçăра ĕçлессине суйласа илтĕн пулсан, ырă пулсамăр, чăн-чăн сутуçă пулăр - клиентсемпе кăмăллă, сăпайлă калаçăр, мĕн ыйтнине тивĕçтерĕр, сĕнỹ парăр, туяннă таваршăн тав тăвăр. Сутуçăсем тавар туянакансемпе кăнттам калаçни çĕнĕ лавкка, кафе уçса район халăхĕн нумай ыйтăвне тивĕçтерекен хуçасен ĕçне каялла сĕтĕрниех пулмасть-ши? Паянхи саманара конкурентлăх аталанса пынă чухне "сивĕ" сутуçăсем тытни усăллă-ши тата?
     Тараватсăр сутуçăсем хăш лавккасенче ĕçленине, паллах, палăртма та пулатчĕ. Анчах çакă чи малтанах айăпа кĕнĕ сутуçăсене ĕçсĕр хăварĕччĕ е хăйсен ĕçне аталантарас тесе чунĕсене парса ĕçлекен хуçасен ячĕсене варалĕччĕ. Çавăнпа та хуçасен хăйсен ĕçченĕсемпе тимлĕрех пуласчĕ, сутуçăсен вара туянакансене сивĕ сăмахпа кỹрентериччен туяннă таваршăн тав сăмахĕ каласчĕ.


"Елчĕк Ен"
11 ноября 2005
00:00
Поделиться