Тăнăçлăх хуçисем
Паянхи лару-тăру тăнăçлă мар. Çĕршывра преступлени тăвасси ỹсни, тỹнтерле ытти ĕçсем çине-çине пулса пыни те çакна çирĕплетет. Пирĕн лăпкă та ырă пурнăçшăн кам тăрăшать? Кам обществăна инкек-синкекрен, тĕрлĕ киревсĕрлĕхрен хỹтĕлет? Кам-ха уявсене хăйсен çемйипе мар, ĕç вырăнĕнче ирттерет? "Милицин чăн-чăн сотрудникĕсем", - тейĕ сиртен кашни. Харсăр, шанчăклă, хăюллă вĕсем, çын хуйхи-суйхине çывăха илеççĕ. Кашни дежурство, операци хăрушлăхпа çыхăннă - преступниксенчен тем те кĕтсе илме пулĕ. Ахальтен мар йĕркелĕх хуралĕн ĕçченĕсене чылай çын ырă сăмах калать. Милици кунĕ умĕн эпир районти шалти ĕçсен пайĕн начальникĕпе В.Волковпа курса калаçрăмăр, хăш та пĕр ыйтусене хуравлама ыйтрăмăр.
- Владимир Нилович, районти криминаллă лару-тăру паян мĕнле шайра. Преступлени тăвасси ỹссе е чакса пырать?
- Питĕ шел, криминаллă лару-тăрăва алăра çирĕп тытма тăрăшатпăр пулсан та, паян преступленисен шучĕ ỹссе пырать. Сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Чăн малтанах çакна асăнас килет - çĕршыври экономика лару-тăрăвĕ тивĕçлĕ шайра мар. Чылайăшне ĕç тивĕçмест. Çавна май этем пурнăçра хăйĕн вырăнне тупаймасть, ĕçкĕ авăрне пуçĕпех путать, тĕрĕс çултан пăрăнать. "Симĕс çĕлене" пула çемьесенче харкашу, çапăçу, хирĕç тăру пуçланать. Пилĕк авма ỹркенсе янтă мула хапсăнакансем те сахал мар. Çавна май ют пурлăха çаратасси ỹсет, хулиганла пĕчĕк ĕçсем тăвасси те вăй илет. Экономикăпа çыхăннă преступленисем те тĕл пулаççĕ.
- Калăр-ха, тархасшăн, шалти ĕçсен пайĕнче миçе çын тăрăшать?
- Районти шалти ĕçсен пайĕнче паянхи кун 63 милици ĕçченĕ шутланса тăрать. Анчах та тулли йыш теме çук çакна. Ĕçлекенсем çитмеççĕ пирĕн паян.
- Мĕнле сăлтавпа çыхăннă çакă?
- Тен, хамăрăн ĕç условийĕсемпе эпир халăха паллаштарсах çитереймен. Чечен Республикинче вăхăтлăх службăра тăрасси те хăш-пĕрне сехĕрлентерме пултарĕ. Мĕншĕн тесен çулталăк тăршшĕнче пирĕн 3 сотрудник Чечен Республикинче службăра пулса килет.
- Кадрсемпе ĕçлесси - сирĕн тĕп тивĕçсенчен пĕри. Пулас милици ĕçченĕсем тĕрĕслев витĕр тухаççĕ-и?
- Ку енĕпе çирĕп политика тытса пыратпăр. Шалти ĕçсен пайне килекенсем пурте тĕплĕ тĕрĕслев витĕр тухаççĕ. Паян мĕн пур должность ятарлă пĕлỹллĕ, пысăк квалификациллĕ ĕçченсене ыйтать. Шалти ĕçсен пайĕнче вăй хуракансенчен пысăк пайĕ милицин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухнă. Хальхи вăхăтра унта пĕлỹ илекенсем те пур.
- Халăх лăпкăлăхĕ милици сотрудникĕсен тимлĕхĕнчен, пысăк тăрăшулăхĕнчен килет. Тепĕр чух милици сотрудникĕсен пурнăçĕ пысăк хăрушлăха кĕрсе ỹкет. Ĕçне кура хисепĕ, тетпĕр. Ырă сăмахсене тивĕçнĕ ĕçлекенсем чылай-и сирĕн?
- Тав сăмахĕсене çĕнсе илнĕ, тĕрлĕ наградăсемпе хавхалантарнă ĕçченсем пирĕн хушăра сахал мар. Çакă - милици сотрудникĕсен чăн профессионализмĕн, çине тăрса ĕçленин кăтартăвĕ. Чăн та, пысăк тăрăшулăх кăтартакансене Шалти ĕçсен министерстви те, хамăр та хавхалантаратпăр. Ырă ята тивĕçнисен хушамачĕсене уйрăмах асăнар. Вĕсем манăн çумсем: криминаллă милицин начальникĕ О.Емильев, следстви ушкăнĕн начальникĕ Н.Соснов, общество хăрушсăрлăхĕн милицийĕн начальникĕ В.Викторов. Çавăн пекех БЭП оперуполномоченнăйĕсем В.Мекшеевпа А.Туманов, ГАИ начальникĕ К.Алексеев, кадрсемпе ĕçлекен Н.Галкин, штаб начальникĕ А.Левый, аслă следователь Н.Бобров, уголовлă шырав оперуполномоченнăйĕсем А.Петров, А.Михайлов, ИВС начальникĕ Ю.Александров, участоксенчи уполномоченнăйсем В.Соколов, В.Щипцов, çул çитменнисемпе ĕçлекен инспектор С.Шашкова, С.Солин, Ю.Лазарев дежурнăйсем, штаб инспекторĕ И.Жирнова, паспортпа виза службин начальникĕ Т.Казеева тата ыттисем те.
- Паянхи пурнăçра пурте "пыл та çу" пулса пыманни паллă. Мĕнле йывăрлăхсем ура хураççĕ?
- Йывăрлăхсемсĕр мар, паллах. Хальхи саманара ĕçлеме кăткăслансах пырать. Мĕншĕн? Юлашки вăхăтра чылай хуçалăх ура çинче çирĕп тăраймасть, ертỹçĕсем хăйсен яваплăхĕсене туймаççĕ. Çавна май юхăннă хуçалăхсенчи пурлăх кирлĕ пек сыхланмасть. Чылай чух çухалнă япалана е выльăх-чĕрлĕхе преступлени пулнă хыççăн темиçе кунран çеç асăрхаççĕ, шалти ĕçсен пайне часах пĕлтермеççĕ. Çакă, паллах, преступление вăхăтра уçса парас ĕçре ура хурать. Тепĕр чух ĕçлеме тивĕçлĕ условисем çитменни те ĕçре чăрмав кỹрет.
- Владимир Нилович, юлашкинчен хăвăртан хушса мĕн каланă пулăттăр?