Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пурнăç çĕнĕ техникăпа усă курма ыйтать

     Хальхи вăхăтра çĕр хатĕрлекен кивелнĕ техникăна юсавлă тытса тăма, хаклă çунтармалли-сĕрмелли материалсем туянма хуçалăхсем пысăк укçа-тенкĕ тăкаклаççĕ. Укçа-тенкĕ çителĕксĕррине пула продукцие туса илекенсем чылай чухне тупăшлă ял хуçалăх культурисене çитĕнтерессин технологине туллин пăхăнмаççĕ. Ку чухне çĕр ĕç культури палăрмаллах чакать, хăй хаклăх ỹсет, тăрса юлнă тупăш вара ахаль те кивĕ техникăна çĕнетме çитмест. Çавăнпа тăкаксене пĕчĕклетмелли çул-йĕр çине тăмалла. Пурте пĕлетпĕр, çĕр хатĕрлекен тата акакан агрегатсем хире темиçе хутчен кĕрсе тухаççĕ. Ку чухне тăпра сийĕ хытать, унăн структури япăх енне улшăнать. Обь-4 е АУП-18 агрегатсемпе аксан вара пĕр çаврăмрах темиçе операци тума пулать:
     - тăпрана çавăрса çапмасăрах 3-16 сантиметр тарăнăш кăпкалатать;
     - вăрлăхсем пусăрăнтарнă çĕр çине выртса юлаççĕ;
     - тăпра муклашкисене кирлĕ таран ватать;
     - çум курăкĕсене çиеле кăларса пăрахать.
     Тепĕр çĕнĕ агрегат - БДМ дискатор. Çак агрегатпа кĕрхи çĕртме тума, çуркунне тырă акма çĕр хатĕрлеме пулать. БДТпа танлаштарсан, çак агрегатра чылай уйрăмлăх. Кашни диска уйрăм тĕнĕл çине, тăватă йĕрпе, подшипниксене йывăр условисенче ĕçлемелле вырнаçтарнă, агрегатпа сарлакăшне 2 метртан пуçласа 8 метр, тарăнăшне - 6-18 сантиметр таран кăпкалатма пулать, çĕре кăпкалатнă чухнехи хăвăртлăх - 8-25 километр№сехет. 3х4П БДМ агрегат пĕр сменăра 28 гектар, БДМ 4х4П - 35 гектар, БДМ 6х4П - 50 гектар çĕре кăпкалатма пултараççĕ. Пĕрре БДМ агрегатпа çĕре кăпкалатса кайни БДТпа çав йĕрпех виçĕ хут кăпкалатнипе танлашать.
     БДМ дискатор технологи операцийĕсене пĕрлештерсе хир тăрăх çỹрессине виçĕ хут чакарать:
     - темле çỹлĕ çум курăклă анана та лайăх кăпкалатса, тикĕслесе хăварать;      - йывăр çанталăк условийĕсенче те ĕçлет, тăпрара 40 процент нỹрĕк пулсан та дисксем тăпрапа тулмаççĕ, хăйне хăй тасалса пыраççĕ.
     Çак агрегатсемпе ял хуçалăхĕнче усă курсан, çĕре хатĕрлесе акса хăварассин пахалăхĕ ỹсет, тĕш тырă хăй хаклăхĕ 30-35 процент чакать, çав вăхăтрах çак йĕркепе ĕçлени унăн тухăçне 20-30 процент таран ỹстерме, çунтармалли-сĕрмелли материалсене 2 хут перекетлеме, акана хутшăнакан тракторсен хисепне виçĕ хут чакарма май парать.
     Асăннă техникăсене ял хуçалăх предприятийĕсем лизинг мелĕпе те туянма пултараççĕ.


"Елчĕк Ен"
08 ноября 2005
00:00
Поделиться