Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пурин те пĕрле ĕçлемелле

     Йăлана кĕнĕ тăрăх, кашни тунти кун район пуçлăхĕ Н.Миллин ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе, район администрацийĕн яваплă работникĕсемпе, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертỹçисемпе канашлу ирттерет. Унта пăхса тухакан ыйтусем район пурнăçне тĕрлĕ енчен сăнлаççĕ.

     Иртнĕ тунти кунри канашлура чи малтанах районта пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене мĕнле пăхăннине тишкернĕ. Иртнĕ уйăх вĕçĕнче Тип Тимешри уйрăм хуçалăхра вут-çулăм алхаснă. Район пуçлăхĕн çумĕ П.Ефимов пĕлтернĕ тăрăх, пушара сỹнтерме çăмăл пулман. Пушара хирĕç кĕрешекен автомашинăсем çинче бензин çителĕксĕр, ял сăртлă вырăнта ларнине, çав вăхăтрах шыв илме майсем çуккине, ял урамĕсене, пăралуксене тĕрлĕ техникăпа тултарса лартнине пула пурăнмалли çуртсемпе хуралтăсем пĕтĕмпех çунса юрăхсăра тухнă. Унăн шухăшне малалла тăсса, районти пушар хурал инспекцийĕн ертỹçи В.Михайлов иртнĕ уйăхра çеç районта 7, çав шутран 5 пушарĕ электричествă пралукĕсемпе приборĕсем юсавсăр пулнипе тухнине палăртрĕ. В.Михайлов, çавăн пекех район пуçлăхĕ Н.Миллин электропралуксене тĕрĕслеттерме кирлине асăрхаттарчĕç. Ку енĕпе "Шанс" сахал яваплă юлташлăх (ертỹçи В.Кудряшов) та пысăк пулăшу пама пултарĕ.
     Ялсенчи пушара хирĕç кĕрешекен автомашинăсене юсавлă тытса тăрасси, çунтармалли материалсемпе тивĕçтересси те тĕп вырăнта пулмалла. Ку енĕпе ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем яваплă. "Пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесен, пулăшсан çеç йĕрке, инкекрен хăтăлма май пулĕ" - асăрхаттарчĕ Н.Миллин.
     Канашлура тирпей-илем пирки те калаçу пуçарчĕç. Çулсем айккинче çỹп-çап сапаланса выртать. Кашни организаципе предприятине ятарлă участоксем çирĕплетсе панă пулин те, хăш-пĕр ертỹçĕсем çакна "асăрхамаççĕ". Муниципаллă юсавпа техника предприятийĕ, подстанци, Елчĕкри вăтам шкул, автостанци, çĕнĕрен çĕкленекен лавккасен çывăхĕнчи территорисенче йĕрке туса хумалла, тасамарлăхран тасалмалла. ММПП ЖКХ та яваплăха ỹстермелле, çỹп-çапа ăна тăкмалли вырăна вăхăтлă илсе тухмалла.
     Юлашки вăхăтра районта "райпо магазинĕсене сутаççĕ" текен шухăш анлăн сарăлнă. Унăн канашĕн ертỹçи А.Филиппов пĕлтернĕ тăрăх, ку пачах тĕрĕс мар. Парăмсем пысăк пулнине шута илсе, магазинсене арендăна параççĕ - çакă тăкаксене вăхăтлăха чарса лартма май парĕ. Арендăна парас ыйтăва та райпо канашĕ çеç татса парать. Район пуçлăхĕ Н.Миллин ку енĕпе малалла ĕçлесе пыма, халăх хушшинче ăнлантару ĕçне йĕркелеме кирлине палăртрĕ.
     Канашлура муниципаллă юсавпа техника предприятийĕн тытăмне улăштарас, кашни çыннăн яваплăхне ỹстерес ыйтăва та тишкернĕ.


"Елчĕк Ен"
08 ноября 2005
00:00
Поделиться