Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Лăпкăлăха сирнĕ шăнкăрав

     Кĕçĕн ывăлĕн çуралнă кунĕнче çемьепе пĕрле пулма май килнĕшĕн Константин Александрович чунтан хĕпĕртерĕ. Тахçантанпах çемьепе чуна уçса калаçман: мăшăрĕн, ывăлĕсен ĕçĕсемпе кăсăкланчĕ, килти ĕçсене пурнăçлакаларĕ. Пурнăçăн пысăк пайне ĕçре ирттернĕрен, чăн та, çемье валли вăхăт сахалрах юлать. Ĕçĕ те çапларах çул-йĕр хăрушсăрлăх патшалăх инспекциĕн начальникĕн. Район территоринчи çул-йĕре, мĕн пур транспорт хатĕрне асăрхаса тăрасси çеç мар, çулсем çинчи кашни инкек чĕре витĕр тухать.
     Сĕтел хушшинче шăкăлтатса ларнă хушăра телефон сасси янăраса кайрĕ. Шăнкăрав ашшĕне пулассине пĕлсех трубкăна Денис тытрĕ. "Константин Александровичăн пĕр тăхтаса тăмасăр районти шалти ĕçсен пайĕпе çыхăнмалла..." - пулчĕ хыпар. "Эппин ăçта та пулин инкек пулнах", - вĕлтлетсе иртрĕ пуçра шухăш. Çапах сăн-питри савăнăçа çухатмасăр Константин Александрович васкаса тумланса килтисемпе сывпуллашрĕ. Вăхăт çур çĕр иртнине пăхмасăр ГАИ начальникĕн машини Елчĕкелле васкарĕ.
     1989 çулхи раштав уйăхĕнченех, районти шалти ĕçсен пайĕнче ĕçлеме пуçăннăранпах çак канăçа курмасть Константин Алексеев. Малтанах милицин участокри уполномоченнăйĕнче, каярах участковăйсен начальникĕнче тăрăшнă. Çак хушăра районта çитсе курман ял юлман, сахал мар вăрă-хурах çулне пỹлнĕ. Хăрушсăрлăхпа та пĕрре çеç мар куçа-куçăн тăнă. Ĕçленĕ хушăрах Раççей Федерацийĕн Шалти ĕçсен министерствин Чулхулари академийĕн Шупашкарти филиалне вĕренме кĕрсе 2001 çулта юрист специальноçне алла илнĕ. 2002 çулхи пуш уйăхĕнчен Константин Александрович шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн начальникĕнче тăрăшать. Виçĕ çул хушшинче инспекцин ĕç кăтартăвĕсем чакман, хăш-пĕр ỹсĕмсем çинчен те калама пулать. Çул-йĕр хăрушсăрлăх йĕркисене пăсакан водительсемпе граждансенчен çирĕпрех ыйтаççĕ. Транспорт хатĕрĕсене вăхăтра тĕрĕслев витĕр кăларасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çулсем айккинчи паллăсене те чылай çĕрте çĕнетнĕ.
     Шалти ĕçсен пайĕн ГАИ уйрăмĕнче хальхи вăхăтра начальниксăр пуçне тата тăватă инспектор - А.Адюков, С.Алексеев, К.Громов, С.Яковлев тăрăшаççĕ. Коллектив пĕр тĕп тĕллевпе пурăнать: районти çулсем çинче йĕркене пăснă тĕслĕхсем, аварисем сахалрах пулччăр, лăпкăлăх хуçалантăр.
     Лăпкăлăх çинчен вара ГАИ инспекторĕсем çеç мар, вĕсен мăшăрĕсемпе ачисем те ĕмĕтленеççĕ. Мĕншĕн тесен ашшĕне вĕсем юнашар сайра кураççĕ. Апла пулин те хăй ĕçне тỹрĕ кăмăлпа, чунне парса пурнăçлакансен ачисем ашшĕ-амăш çулĕпех утаççĕ. Алексеевсен çемйинче те çапла. Константин Александровичăн аслă ывăлĕ Алексей ашшĕ çулĕпех утать. Паян милици лейтенанчĕ Канаш районĕн шалти ĕçсен пайĕнче шырав енĕпе инспекторта тăрăшать. Денис вара - МГСУ студенчĕ.
     ... Çĕр варринче лăпкăлăха сирнĕ шăнкăрав, мухтав Турра, пысăк инкекех кỹмерĕ. Пĕр пуçтах водитель çул аяккине кăна асăрханмасăр кĕрсе кайнă, кунти бордюрсене сиен кỹнĕ. Анчах йĕркене пăсакана пуçран шăлмарĕç, тивĕçлипе явап тыттарчĕç.


"Елчĕк Ен"
08 ноября 2005
00:00
Поделиться