Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кĕрсе тухăр музея

     25 çул тултарнине паллă турĕ Патреккел ялĕнче çуралнă Сергей Владимирович Сенькин. Çак ятпа Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче çĕнĕ курав уçăлчĕ. Унта С.Сенькинăн ỹкерчĕкĕсем 20 ытла.
     Хăй каласа панă тăрăх, унăн аслашшĕ, Николай Петрович, сăрă ĕçĕнче ăста пулнă иккен. 10 çул каяллах ку тĕнчерен кайнă Н.Сенькинăн ĕçĕсем халĕ те упранаççĕ. Йăхран пыракан ăсталăх Сергей Сенькин çине куçнă.
     - Шкулта вĕреннĕ чухне техника ытларах кăсăклантаратчĕ. Аванах ỹкереттĕм, çапах чун апачĕ темĕншĕн техника тесе шутлаттăм. Хĕсметрен таврăнсан ỹкерес ĕмĕт канăçсăрлантарнине туйса илтĕм. Пуçласа пăхас терĕм. Чун хушнипе тусан ĕçĕн результачĕ пурах, - каласа парать С.Сенькин.
     Мĕнех, пур çын та ỹкерме пултараймасть. Ăсталăх иксĕлми пулсан мĕншĕн алă усса ларас?
     Сергей вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн кĕркунне çара тухса кайнă. Мускав облаçĕнче 2 çул службăра тăнă. Унтан таврăнсан водителе вĕреннĕ. Тĕрлĕ ĕçре ĕçленĕ. Пĕррехинче вăл Шупашкарта хамăр ентешпе Таяпа Энтринче çуралнă Вячеслав Спиридоновпа тĕл пулнă. Унăн пиччĕшĕ, Анатолий Николаевич чаплă художник, шăллĕ те унран кая юлмасть.
     Спиридоновсем çинчен ытарлă каласа парать Сергей Владимирович:
     - Вĕрентекен шанăçлă пулсан вĕренекенни унран мĕн те пулин илетех. Манпа та çапла пулса тухрĕ. Алла киçтĕк тытма вĕрентрĕç вĕсем мана. Çут çанталăка сăнлакан ỹкерчĕксене пĕрин хыççăн теприне ỹкерес килет. Картинăсене уйрăмах Хусанта, Пăвара (Тутарстан) кăмăлласа туянаççĕ. Шупашкарта та чылай ỹкерчĕк сутма тỹр килчĕ.
     Хăйĕн ỹкерчĕкĕсене çывăх çынсене мĕн чухлĕ парнелемен-ши Сергей? Камăн та пулин юбилей е çуралнă кун, хăй аллипе пурнăçланă парне хатĕр ун.
     Юлашки çулсенче С.Сенькин Мускав çывăхĕнчи хулара уйрăм çын фирминче столяр пулса ĕçлет, пушă вăхăтра ỹкерчĕксем ăсталать. Сергей ỹкерекен пейзажсен кашнийĕн уйрăм илем. Ан ỹркенĕр, май пулсан Елчĕк енри музея çитсе курăр. Патреккел йĕкĕчĕн ытармалла мар ỹкерчĕкĕсене курса киленĕр. Хамăр тавралăхри илеме ỹкерчĕксенче курса савăнăр. Паян урамра кĕркунне хуçаланать. Музейри курав залĕнче вара çуллахи хĕвеллĕ кун шыв хĕрринче канма та, çурхи, хĕллехи тапхăра та çитсе курма пулать. Пĕр-пĕр ỹкерчĕке кăмăлларăр пулсан, хăвăра тивĕçтерекен хакпа туянма та пулать.


"Елчĕк Ен"
08 ноября 2005
00:00
Поделиться