Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Инкек пĕрре пулать, унран асăрханмалла

     Кăçалхи 9 уйăхра ĕç вырăнĕсенче инкексем пулман, пĕлтĕр вара çакнашкал 4 тĕслĕх пулнă, вĕсенче 2 хĕр- арăм аманнă. Ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене пурнăçлама районĕпе пурĕ 2133 пин тенкĕ тăкакланă, вăл ĕçлекен пĕр çын пуçне 304 тенкĕ лекет. Çав шутран агропромышленность комплексĕн системинче 1331 пин тенкĕ, ĕçлекен пĕр çын пуçне 372 тенкĕ тăкакланă. Юсавпа техника предприятийĕнче, "Нива", "Комбайн", "Рассвет", "Родник", "Яманчуринский", "Труд" хуçалăхсенче, райпопа аптекăра ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене тумашкăн ĕçлекен пĕр çын пуçне 381 тенкĕрен пуçласа 852 тенкĕ таран тăкакланă пулсан, "Промсервис" хупă акционерсен обществинче 1147 тенкĕ укçа пĕтернĕ. "Искра", "Свобода", "Сатурн", "Заря" хуçалăхсенче, районти тĕп больницăра, "Елчĕк кирпĕчĕ" ОООра ĕçлекен пĕр çын пуçне 140 тенкĕрен пуçласа 267 тенкĕ таран анчах укçа янă.
     Хальхи вăхăтра ĕç сыхлавĕн ĕçĕсене пурнăçласа пыма "Знамя", "Кушелга", "Восход", "Надежда", "Дружба" хуçалăхсенче яваплă çынсене çирĕплетмен. Çавна пула вĕсенче палăртнă ĕçсем те кирлĕ пек пурнăçланса пымаççĕ.
     Виççĕмĕш кварталта патшалăх ĕç инспекцийĕ ирттернĕ тĕрĕслев те çакна кăтартса пачĕ: "Знамя", "Кушелга", "Восход", "Дружба", "Аранчеево", "Надежда" хуçалăхсенче ĕçлекенсемпе ĕç сыхлавĕ енĕпе вĕрентỹ ирттермен, инструктажа вăхăтра йĕркелемен, ĕç сыхлавĕ енĕпе документсене кирлĕ пек туса хатĕрлемен. Çавăнпа та чылай ертỹçе административлă майпа явап тыттарнă.
     Хуçалăхсенче ял хуçалăх машинисене юсас тапхăр пуçланчĕ. Хальхи вăхăтра вĕсене хĕл каçма вырнаçтарса лартас ĕç пырать. Çак ĕçсене тунă вăхăтра юсавçăсене ĕç сыхлавĕн енĕпе инструктаж памалла, вĕсен сывлăхне тĕрĕслемелле, ятарлă ĕç тумтирĕсемпе тата сыхланмалли хатĕрсемпе тивĕçтермелле, ĕç сыхлавĕ енĕпе вĕрентỹ ĕçне йĕркелемелле. Юлашкинчен комиссипе вĕсен пĕлĕвне тĕрĕслемелле, удостоверенисем памалла. Ĕç сыхлавĕн кунĕсене кашни уйăхрах ирттермелле, вырăнсенче ĕç сыхлавĕн кĕтесĕсем, плакатсем пулмалла, медицина аптечкисемпе тивĕçтермелле. Юсавпа техника предприятийĕнчи кран-балкăсене вăхăтра тĕрĕслесе акт çырмалла, бирка çине çырса хурса курăнмалли çĕре çакса хумалла.
     Хальхи вăхăтра ĕçлекенсене медицина тĕрĕслевĕ витĕр кăлармалли тапхăр пырать. Çавăнпа та хуçалăхсемпе предприятисем районти тĕп больницăна тĕрĕслев витĕр тухма тивĕçлисен списокне тăратмалла, çынсене больница кăтартнă графикпа тĕрĕслеве илсе килмелле.
     Районти хуçалăхсемпе предприятисенче ĕç вырăнĕсене ĕç сыхлавĕ енĕпе аттестаци тăвасси кирлĕ шайра пулса пымасть. Хальхи вăхăтра çак ĕçе "Прогресс", "Комбайн" хуçалăхсенче, Елчĕкри юсавпа техника предприятийĕнче, сыр пĕçерекен заводра тума пуçăннă. Аптекăпа Елчĕкри поч- тамтра тата районти тĕп больницăра çак ĕçсене туса пĕтернĕ. Ытти хуçалăхсемпе предприятисенче аттестаци тăвассине пачах пуçăнман. Çак ĕçе вăраха ямасăр пурнăçламалла.
     Професси чирĕсемпе районĕпе 147 çын чирлет. Професси чирĕпе чирлекенсене кăçал "Прогресс", "Свобода", "Урожай", Ленин ячĕллĕ хуçалăхсенче тата "Яльчикская" ДПМК производство кооперативĕнче пĕрер çын тупса палăртнă. Професси чирĕпе аптăракансем - фермăра ĕçлекенсем, механизаторсем тата газоэлектросварщиксем.
     Çулталăк вĕçĕнче районти хуçалăхсемпе предприятисенче ĕç условийĕсене лайăхлатас енĕпе мĕнле тимленине тата ĕç сыхлав ĕçĕсене мĕнле туса пынине ирттернĕ смотр-конкурса пĕтĕмлетеççĕ, унтан ăна районти ĕç сыхлавĕ енĕпе ĕçлекен координаци советĕнче тишкереççĕ, мала тухнисене палăртаççĕ.
     Хуçалăхсенче çулталăк пуçлансанах правлени ларăвĕсенче ĕç сыхлавĕ енĕпе яваплă çынсене çирĕплетмелле. Ĕç сыхлавĕн специалисчĕсем ĕç планĕсене тата ĕç сыхлавĕн мероприятийĕсене туса хатĕрлемелле, ĕç сыхлавĕн кунĕсене кашни уйăхра ирттермелле, çынсене ку тĕлĕшпе вĕрентессипе кирлĕ пек йĕркелесе ирттермелле, ĕç вырăнĕсене ĕç сыхлавĕн енĕпе аттестаци тăвасси пирки çине тăрса вăй хумалла.


"Елчĕк Ен"
08 ноября 2005
00:00
Поделиться