Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Агроном, çуркунне мĕн акатăн?

     Тухăçлă тыр-пул çитĕнтерессинче паха вăрлăх акни тĕп вырăн йышăнать. Çакна ял ĕçченĕсем лайăх ăнланаççĕ. Хуçалăхсен уй-хирĕсенче çитес çул акса хăварма пурĕ 46060 центнер вăрлăх кирлĕ. Çак вăхăт тĕлне районĕпе пурĕ 38681 центнер вăрлăха пахалăх тĕлĕшĕнчен инспекцире тĕрĕслеттернĕ. Çав шутран 21791 центнерĕ, 53 проценчĕ, акма юрăхлă кондицие ларнă. Ял хуçалăх культурисен вăрлăхĕсем чылай хуçалăхра таса мар.

     Тыр-пул тухăçне ỹстерес тесен, малашлăхра çĕнĕ сортсене ĕçе кĕртмелле, пысăк репродукциллĕ вăрлăхсемпе усă курмалла. Ку тĕлĕшпе уйрăмах "Прогресс", "Комбайн", "Свобода", "Рассвет", "Заря" хуçалăхсем лайăх, пуçаруллă ĕçлеççĕ.

     Ял хуçалăх культурисем пĕр-пĕринпе хутшăнса кайнипе вăрлăха тивĕçлĕ категорие лартма хĕн. Ку йышши тĕслĕхсем "Искра", "Аранчеево", "Надежда", "Кушкă" хуçалăхсенче тĕл пулчĕç. Вĕсенче вăрлăха тĕпрен çĕнетсе улăштармалла. "Дружба", "Восход", "Кушелга", "Звезда", "Колос", "Була", Андреев ячĕллĕ хуçалăхсенче çак куна çитсе пĕр пĕрчĕ вăрлăх инспекцие тĕрĕслеме илсе килмен. Çакна тума вĕсене мĕн чăрмантарать? Агрономĕсем тата мĕн çинчен шутлаççĕ?

     "Прогресс", Ленин ячĕллĕ, "Труд", "Рассвет", "Комбайн", "Родник" хуçалăхсенче "Мĕн акатăн, çав шăтать", текен каларăша асра тытса ĕçлени савăнтарать. Кăрлачăн 1-мĕшĕччен тыр-пул вăрлăхне ака стандарчĕн категорине лартса çитерессине кашни хуçалăх тĕп вырăна хурса ĕçлемелле, çакна йĕркене кĕртмелле.



"Елчĕк Ен"
08 ноября 2005
00:00
Поделиться