Пособисен виçи ỹсет
Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче РФ Патшалăх Думин депутачĕсем йывăр çын хĕрарăмсене тата вăхăтлăха ĕçлеймен çынсене (временная нетрудоспособность) паракан пособисен виçине ỹстерекен саккун йышăннă.
Чăваш Республикинчен суйланнă депутат Павел Семенов пĕлтернĕ тăрăх, "ку саккун Социаллă страховани фондĕнчен тỹлекен укçа-тенкĕне пырса тивет. Саккунпа палăртнă тăрăх, чире е аманнине пула вăхăтлăха ĕçлеймен тапхăрăн пирвайхи 2 кунĕшĕн ĕç параканăн тỹлемелле, виççĕмĕш кунран пуçласа - Социаллă страховани фончĕн". Вăхăтлăха ĕçлейменшĕн тата йывăр çын хĕр- арăмсене, ача çуратнăшăн паракан пособин чи пысăк виçи ỹснине те палăртать депутат. Малтан вăл 12,48 пин тенкĕ пулнă, çĕнĕ саккунпа 15 пин тенке çитмелле.
"Халь йышăннă саккун пособисем тỹлеме ĕç укçине шутламалли çĕнĕ йĕркене те палăртать - унăн чи пысăк виçи 43200 тенкĕпе танлашĕ. Социаллă страхованин производствăра пулакан инкек-синкекрен тата професси чирĕсенчен обязательнăй йĕркепе тỹлемелли виçине малашне шăп çак цифрăран илсе шутлĕç", - тенĕ депутат.
Çĕнĕ саккун 2006 çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет.