Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Мала тухнăшăн

     Район администрацийĕн пуçлăхĕ, аграрниксен районти совечĕ, агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсен профсоюз райкомĕн президиумĕ ял хуçалăх предприятийĕсен, уй-хир бригадисен, уйрăм ĕçченсен 2005 çулхи ĕçлĕ ăмăртăвне пĕтĕмлетнĕ.

     1. Ял хуçалăх культурисем туса илессишĕн сарăлнă ăмăртура "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕнтернĕ. Хуçалăха куçса çỹрекен ялав тата укçан преми парас. Кунта усă куракан 1 гектар çĕр пуçне чи нумай апат единици выльăх апачĕ хатĕрленĕ.
     2. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсенчен чи пысăк тухăç илессишĕн сарăлнă ăмăртура акционерсен "Прогресс" обществи çĕнтернĕ. Ăна куçса çỹрекен "Ылтăн пучах" приз, диплом, укçан преми парас. Кунта кашни гектартан 35 центнер тĕш тырă пухса кĕртнĕ.
     3. Ял хуçалăх культурисене вăхăтра тата пахалăхлă пухса кĕртессипе "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕ мала тухнă. Ял хуçалăх производство кооперативне диплом, укçан преми парас.
     4. Пахча çимĕç тата пропашной культурăсенчен чи пысăк тухăç илессишĕн сарăлнă ăмăртура "Колос" ял хуçалăх производство кооперативĕ çĕнтернĕ. Ял хуçалăх производство кооперативне диплом, укçан преми парас.
     5. "Çĕр ĕçĕнчи пысăк культурăллă коллектив" ята, Социализмла Ĕç Геройĕ И.А.Михайловский ячĕллĕ приза акционерсен "Прогресс" обществин виççĕмĕш комплекслă бригадине (бригадирĕ Александр Николаевич Чернов) парас. Бригадăна диплом, укçан преми парас.
     6. Уйрăм ĕçченсен ăмăртăвĕнче çаксем çĕнтернĕ: "2005 çулхи вырма чемпионĕ" хисеплĕ ята Ленин ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнчи Геннадий Александрович ЧЕРНОВ тивĕçнĕ. Вăл, "ДОН-1500" комбайнпа 10050 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ. Вырма чемпионне Хисеп грамоти, укçан преми парас.
     "Комбайн" ял хуçалăх производство кооперативри Владимир Ильич АНИСИМОВ комбайнер. Вăл СК-5 "Нива" комбайнпа 9735 центнер тырă çапса тĕшĕленĕ. Ăна Хисеп грамоти, укçан преми парас.
     Акционерсен "Прогресс" обществинчи Геннадий Николаевич ФИЛИМОНОВ комбайнер. Вăл "Енисей-1200" комбайнпа 8500 центнер тĕш тырă çапса тĕшĕленĕ.
     "Труд" ял хуçалăх производство кооперативри Владимир Петрович ИВАНОВ механизатор. Вăл ДТ-75 тракторпа 378 гектар çинче кĕрхи çĕртме сухи тунă. Ăна Хисеп грамоти, укçан преми парас.
     "Колос" ял хуçалăх произвосдтво кооперативри Валерий Рафаиллович ФЕДОРОВ механизатор. Вăл МТЗ-82 тракторпа 750 гектар çинче кĕрхи çĕртме сухи тунă. Ăна Хисеп грамоти, укçан преми парас.
     "Родник" ял хуçалăх производство кооперативри Вячеслав Георгиевич НИКИТИН механизатор. Вăл 2825 условлă гектар чухлĕ ĕç пурнăçланă. Ăна Хисеп грамоти, укçан преми парас.
     "Яманчỹрелти сельхозхими" патшалăх унитарлă предприятири Владимир Ильич ВАСИЛЬЕВ машинист-экскаваторщик. Вăл ял хуçалăх производствинчи ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçлать. Ăна Хисеп грамоти, укçан преми парас.
     "Елчĕкри сыр пĕçерекен завод" уçă акционерсен обществинче ĕçлекен Василий Владимирович КРАСНОВ. Вăл ял хуçалăх производствинчи ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçлать. Ăна Хисеп грамоти, укçан преми парас.
     Районти юсавпа техника предприятийĕнчи Юрий Александрович ПЕТРОВ слесарь-моторист. Вăл ял хуçалăх производствинче ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçлать. Ăна Хисеп грамоти, укçан преми парас.


"Елчĕк Ен"
03 ноября 2005
00:00
Поделиться