Кичем ачасемсĕр, ĕçсĕр пушшех
Учитель кунĕ. Кунĕпех мана шелленĕн çумăр лỹшкет. "Кĕтỹсĕр кĕтỹç", "Атăсăр атăçă", "Пуртăсăр платник" каларăшсем пуçра. Мĕнле-ха апла, 20 çул ачасемпе ĕçленĕ хыççăн вĕренекенсемсĕр тăрса юлтăм. Вĕренекенсемсĕр вĕрентекен эпĕ паян. Пĕр çул ĕнтĕ ман умра пĕлỹшĕн çунакан ачасен те, кăштах юлхавраххисен те куçĕсем çук. Чĕрере пушă. Кичем. Шкулĕ хупăнчĕ, ачасене урăх шкула ăсатрĕç. Вĕрентекенĕсем хуть ăçта кайччăр. Пĕтнĕ вĕсен юратнă вĕрентỹ ĕçĕ.
"Мĕншĕн-ши, мĕншĕн-ши?", - юрă та аса килет. Мĕншĕн çав ачасене юратрăм-ши, мĕншĕн педагогика училищинче, унтан институтĕнче вĕрентĕм-ши?
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ иртрĕ. Хитре чечек çыххисем йăтнă ачасем чỹрече умĕпе иртсе кайрĕç. Ман чĕрере тунсăх... Шкулти шăв-шав, шăнкăрав сасси, кĕçĕн класра вĕренекенсен хаваслă калаçăвĕ, аслăраххисен тимлĕ куçĕсем, хам çине тилмĕрсе пăхакан, пĕлỹшĕн çунакан, кăсăкланакан куçсем ăçта-ши? Ăçта-ши пуçтах ачасем, кăштах тантăшĕсем умĕнче хăйсене кăтартма, учителе вăрçтарма юратакансем? Эпĕ вĕсене пурне те юрататăп, чĕрере усратăп. Тата темшĕн çав пуçтахраххисем ытларах аса килеççĕ. Ачалăх, çамрăклăх вăйĕ вылять вĕт вĕсенче. Шалтан вĕсем ырă - вĕсемпе темле ыйту та татса пама пулать. Яланах пулăшма хатĕр, пĕр-пĕрне ăнланма, каппайчăксене тиркеме пĕлеççĕ вĕсем. Ытти хăш-пĕр вĕрентекен юратман класри шухă ачасене те питĕ кăмăллаттăм, вĕсемпе тата ытларах ĕçлеме юрататтăм. Чи савăнтараканни - çав ачасем хам патне туртăнни, пулăшу ыйтни, çывăх çын пек ăс, канаш ыйтса калаçни.
Пĕлỹ тĕнчи! Çавăншăн ачасем 11 çул хушши шкула чупаççĕ. 11 çул тĕрлĕ предметсене шĕкĕлчеççĕ. Пур вĕрентекен те программăпа хушнă пĕлĕве парать. Ăна тимлĕ итлесе ларса, килти ĕçсене хатĕрлесе малалла вĕренме хатĕрленеççĕ ачасем.
Пĕтĕм вĕренекене пур наука та пурнăç тăршшĕпе чи кирли шутланать-çке.
Теприне - математикăна юратакана - ытти философи ыйтăвĕсем сахал кăсăклантараççĕ.
Литературăна, искусствăна юратакансене - математика урокĕсем чăн-чăн йывăрлăх. Пур предмета та юратса вĕренекенсем те пайтах. Анчах сахалрах вĕсем. Мĕншĕн пулас литератора Пифагор тăвас тесе тăрăшас? Ачан мĕншĕн хăйне ыттисенчен катăкрах туймалла алгебра, физика урокĕсенче пĕр темăна кирлĕ пек ăнланманшăн?
Педагогикăн аслă ученăйĕсем нумай пуç ватнă пуль ку темăпа. Эпир унта çитмĕпĕр. Шкул. Шăнкăрав. Ача-пăча сасси. Мĕн пур унтан хаваслăраххи, учителĕн чунне савăнтараканни?!
Учительсен уявĕ иртрĕ. Саламлакансем пулчĕç, паллах. Саламламаллах-ши мана( Çапла. Эпĕ - учитель. 9 çул ачасене вĕрентме вĕрентĕм. Икĕ диплом та ачасене вĕрентме хушаççĕ. Чĕре те ачасемпе пулма ыйтать. Мĕн тăвăн?
Ачасене урăх учительсем вĕрентеççĕ. Чыс та мухтав вĕсене. Вĕренекенсене ăнланса, юратса вĕрентме сунатăп
"Елчĕк Ен"