Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кашниех асра тыттăр

     Ырă хуçа яланах ыранхи пирки шухăшлать, уй-хирти ĕçсене вĕçлесенех кирлĕ техникăна упрама лартать, юсава пуçăнать. Районти хуçалăхсенче çак ырă йăлана пурнăçа кĕртмелле пек те... Шел, пур çĕрте те пĕр пек мар çав. Акă, "Комбайн", "Сатурн", Ленин ячĕллĕ, "Рассвет" хуçалăхсенче вырма ĕçне хутшăннă техникăна уй-хиртен машинăпа трактор паркĕсене илсе кĕнĕ, çуса тасатнă, тутăхакан, ĕçлекен пайĕсене çу сĕрсе ятарлă пукансем çине е ангара кĕртсе вырнаçтарнă. Вĕсенче юсав ĕçĕсем те пуçланă. Акционерсен "Прогресс" обществин Ĕнел бригадинче культиваторсене, "Комбайн" хуçалăхра сỹресене юсаса йĕркене кĕртеççĕ. Ытти çĕрте техникăна хĕл каçма упрама лартас умĕн юсасси манăçа тухса пырать. Вăл çеç мар, кăçал ку енĕпе "Яманчуринский", "Свобода", "Кушкă", "Була" хуçалăхсем те кая юлнă. Вĕсенче техникăна хĕл каçма упранма лартма тин çеç пуçăннă.

     "Восход", "Дружба", "Знамя", "Аранчеево", "Надежда" хуçалăхсенчи машинăпа трактор паркĕсенчи шăплăх вара чăннипех хумхантарать. Юсавçăсен бригади мар, хуралçăсем те курăнмаççĕ техника таврашĕнче - мĕн кирлĕ çавна йăтса тухса кай, никам та асăрхамĕ! Мĕн шутлаççĕ-ши вĕсенчи ертỹçĕсем, специалистсем?

     Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче хуçасăрлăх алли хуçаланни шухăша ячĕ. Вырма ĕçĕсене тахçанах вĕçленĕ пулин те, комбайнсен бункерĕсенче, сеялкăсен ешчĕкĕсенче тĕш тырă юлашкисем паянхи кунчченех упраннине мĕнле ăнлантармалла тата? Нивушлĕ вĕсене пухса илме май пулман? Çавăнпа та халех, нимĕн тăхтаса тăмасăрах, техникăна тепĕр хут пăхса тухмалла, сивĕ çанталăк çитиччен тусанран, пылчăкран тасатмалла, ĕçлекен, тутăхакан пайсене çу сĕрмелле, гидроцилиндрсен штокĕсене çуламалла, двигательсене хупламалла, унтан ятарлă пукансем çине вырнаçтарса лартмалла.

     Ĕçлекен техника кивелет, ванать. Çĕннине туянма вара пур хуçалăх та пултараймĕ. Çавăнпа мĕн пуррине тивĕç- липе упрамалла, юсамалла, йĕркене кĕртмелле. Çакна кашни ертỹçĕ, специалист яланах асра тыттăр.



"Елчĕк Ен"
03 ноября 2005
00:00
Поделиться