Хăрушă чиртен сыхланасчĕ
Район администрацийĕн ларусен залĕнче санитари тата эпидемие хирĕç кĕрешекен районти комисси ларăвĕ иртрĕ. Унта "Грипп тата ОРВИ чирĕсенчен сыхланас енĕпе мероприятисене вăйлатасси пирки" калаçу пулчĕ. Ларăва район администрацийĕн строительствăпа архитектура, коммуналлă хуçалăх енĕпе ĕçлекен пай ертỹçи И.Кузнецов ертсе пычĕ. Сивĕ хĕл кунĕсенче грипп тата ОРВИ чирĕсем никамран та пăрăнса иртмеççĕ. Тивĕçлĕ канăва тухнă ватăсем, ачасем вара чире йывăррăн тỹссе ирттереççĕ.
Кăçалхи грипп уйрăмах хăрушă пулассине палăртаççĕ тухтăрсем. Мĕнпе çыхăннă-ха çакă? 2005 çулхи утă, çурла уйăхĕсенче Раççей Федерацийĕн ултă субъектĕнче (Курган, Новосибирск, Омск, Тюмень, Челябинск облаçĕсенче, Алтай крайĕнче) килте тытакан тата ирĕкри вĕçен кайăксен хушшинче А(Н5№1) вируслă грипп тупса палăртнă. А(Н5№1) вируслă грипп Кăнтăр-хĕвел тухăç Азире кайăк-кĕшĕкрен çынсене ернĕ вĕçен кайăк грипне çывăх пулнине палăртнă. Хальлĕхе пирĕн çĕршывра А(Н5№1) вируслă гриппа çынсем чирленĕ тĕслĕхсем пулман.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас организацисен эксперчĕсем çирĕплетнĕ тăрăх, вĕçен кайăк грипĕн вирусĕ этем чирлекен грипп вирусĕпе хутшăнса хăйсен биологилле тĕсне улăштарать, аталанса çĕнелнĕ май этемшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Çĕнелсе аталаннă грипăн тĕсĕпе çын вилме те пултарать. Чиртен маларах епле сыхланмалла? Чи кирли - вăхăтра прививка тумалла. Сăнанă тăрăх, прививка туни гриппа чирлессине икĕ хут чакарать. Анчах та прививкăна гриппа чирленĕ (е ỹсĕрнĕ, сунасланă) вăхăтра тума юрамасть. Пирĕн района грипп раштав уйăхĕн варринче çитме пултарнине палăртаççĕ тухтăрсем. Çавăнпа та прививкăна чỹк уйăхĕн пуçламăш виçĕ эрнинчен кая юлмасăр тумалла.
2005 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ грипп тата ОРВИ чирĕсенчен сыхланмалли ĕçсен мероприятийĕсене вăйлатасси çинчен ятарлă йышăну кăларнă. Кашни çын хăйĕн организмĕшĕн хăй тăрăшмалла. Çавна май районти пур предприятисемпе организацисенче, шкулсенче ĕçлекенсен, вĕренекенсен пĕр тăхтаса тăмасăр грипран прививка тутармалла. Ку тĕлĕшпе предприятисемпе организацисен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕ яваплă. Паянхи кун Елчĕкри "40-мĕш номерлĕ аптека" ПУПра грипран тĕрлĕ вакцина пур. Хакĕсем 40 тенкĕрен пуçласа 180-200 тенкĕ таран.