Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕк çăкăрĕ Тутлă

     Пытармалли çук, "Елчĕкри çăкăр завочĕ" ОООра пĕçерекен çăкăра юлашки çулсенче районта пурăнакансем мухтамастчĕç, çавна май ăна хапăл туса та туянман. Хуларан кỹрсе килекен çăкăрăн пахалăхĕ чылай лайăхрах пулнине кураттăмăр: вăл тутлăрах та, илемлĕрех те, ăна алла илме кăмăллă. Ку чухнехи ĕçе çĕнĕлле йĕркелесе ямасан лару-тăру тата çивĕчрех килсе тухма пултарасса пĕлсе Елчĕкри райпо совечĕ вырăнти специалист- семпе пĕрле ыйтăва тĕплĕн сỹтсе явнă. Райпо совечĕн председателĕ А.Филиппов тата специалистсем çăкăр типсе, хытса, лайăх хăпармасăр пиçни пĕтĕмпех кăмакаран килнине палăртнă. Оборудование тĕплĕн реконструкци туса, çĕнетсе улăштармасăр та Елчĕксем тутлă çăкăр ас тивсе курайманни куç кĕрет пулнă. Çакна шута илсе çанă тавăрса ĕçе пикенме тивнĕ. Унччен пĕр харăс 624 буханка таран çăкăр пĕçерсе кăларма пултарнă пысăк кăмакаран хăтăлнă, ун вырăнне пĕчĕк кăмака туса лартнă. Çавна май продукци пахалăхĕ лайăхланнă. "Елчĕкри çăкăр завочĕ" ОООри производство заведующийĕ А.Кузьмина палăртнă тăрăх, çăкăр пахалăхлă пиçменнин тĕп сăлтавĕ унăн технологийĕнче те мар, пĕтĕмпех кăмака япăх пулнипе çыхăннă пулнă иккен. Оборудование тĕпрен реконструкци тунă хыççăн кăçалхи çурла уйăхĕнчен Елчĕкре кăпăшка, тутлă çăкăр анчах пĕçереççĕ. Çакна тавар туянакансем çийĕнчех асăрханă, халĕ пачах тепĕр майлă, çынсем Шупашкар çăкăрне мар, вырăнти заводра туса кăларнине анчах туянасшăн. Предпринимательсем те Елчĕк çăкăрне ыйтса заявкăсем нумай параççĕ. Çавна май çăкăр пĕçерекенсен те виçшер сменăпа ĕçлеме тивет. Производство заведующийĕ А.Кузьмина палăртнă тăрăх, хура çăкăр пĕçерессин технологине, унчченхипе танлаштарсан, улăштарма май килни те çăкăра тутлăрах пиçме пулăшать. Ыраш, чи пысăк сортлă çăнăх майлашăвне пĕрпеклетнĕ, урăхла каласан, чуста хатĕрленĕ чухне вĕсене иккĕшне çурмалла хутăштараççĕ.

     Иртнĕ çулсенче "Елчĕкри çăкăр завочĕ" ОООра туса кăларакан кондитер изделийĕсен ассортименчĕ те пысăкчĕ. Халĕ вара вĕсене те сахалрах пĕçереççĕ, ун вырăнне продукцин пахалăхĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Рынок тапхăрĕнче вара шăпах çакăн пек ятшăн, шутшăн мар, пысăк пахалăхлă, çынсен кăмăлне тивĕçтермелли продукци туса кăларассишĕн тимлемелле...



"Елчĕк Ен"
03 ноября 2005
00:00
Поделиться