Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çын нушинчен пăрăнар мар

     Инкек куçа курăнса килмест. Иртнĕ тунти кун Тип Тимешре пурăнакан Васильевсен çемйинче шутсăр пысăк инкек пулса иртрĕ: "хĕрлĕ автан" вĕсене кил-çуртсăр, хуралтăсăр тăратса хăварчĕ. Умра вара сивĕ хĕллехи кунсем. Пушартан хăрушши нимĕн те çук.

     Ĕмĕрĕпе тăван хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ Лидия Корниловнăпа Кирилл Евменьевич - ялти хисеплĕ çынсем. 70 çула çывхаракан ватăсем паян та хуçалăх ĕçĕнчен аякка пăрăнман.

     Васильевсен кĕçĕн хĕрĕ - пирĕн ĕçтешĕмĕр, Елена Кирилловна Игнатьеван хуйхине ăнланатпăр. Хуçалăхсем, предпринимательсем, организацисемпе предприятисем, район çыннисем çунса кайнă ватăсене пулăшассинчен аякка пăрăнса юлмĕç тетпĕр. Кирек мĕнле пулăшу та юрать: укçа-тенкĕ, строительство материалĕсем... Инкекре çынна пулăшни ĕмĕрех сăваплă пулнă. Ырă ĕç ырăпа таврăнатех. Çын хуйхи-суйхинчен пăрăнар мар.

     Пулăшас текенсене Тип Тимеше е Елчĕкри издательство çуртĕнчи Е.Игнатьева патне пыма ыйтатпăр. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 2-11-83, 2-16-50.



"Елчĕк Ен"
03 ноября 2005
00:00
Поделиться