Районта пурăнакансем суд приставĕсен службин пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ çинчен 8 çул хушшинче пĕлсе çитрĕç ĕнтĕ. Суд йышăнăвĕсене пурнăçа кĕртесси, яваплăхран пăрăнакан ертỹçисемпе уйрăм граждансенчен тивĕçлипе шыраса илесси хăйне уйрăм пултарулăх кăтартма ыйтать. Ĕç чăнах та яваплă çеç мар, йывăр та, хăрушă та. Суд приставĕсен кунĕ умĕн Суд приставĕсен федераци службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Елчĕк районĕнчи пайĕн ертỹçи В.Ф.Казаков хăйсен ĕçĕпе паллаштарма кăмăл турĕ.
- Кăçалхи тăхăр уйăхра районти суд приставĕсен пайĕ 2431 ĕç уçнă, вĕсенчен 1769-шне вĕçленĕ. Тĕрлĕ службăсен йышăнăвĕсемпе пурĕ 24566983 тенкĕ шыраса илмелле пулнă пулсан, 8236816 тенкине шыраса илнĕ. Шыраса илмелли суммăн пысăк пайĕ - 11237645 тенки - налуксем. -
Парăмсен питĕ пысăк сумми пирки калаçатăр. Эппин, парăмлă хуçалăхсем те районта сахал мар?
- Çапла, ĕçлекенсене вăхăтра ĕç укçи парайман, пенси фондне, налук органĕсене парăмĕсене тỹлесе татайман хуçалăхсен ĕçĕсене нумай тишкеретпĕр. Тĕслĕхрен, "Була" хуçалăхăн ĕçлекенсен, пенси фончĕ, налук органĕсем умĕнче 400 пин тенке яхăн парăм.
Çавăн пекех Андреев ячĕллĕ хуçалăхăн парăмĕсем 200 пине яхăн, "Дружба" хуçалăхăн та налук, пенси органĕсем умĕнче парăмсем нумай. Унчченхи "Мир", "Авангард" хуçалăхсенчен илмелли укçа-тенкĕ парăмĕ те пĕчĕк мар. Пенси фончĕ, налук органĕсем умĕнче парăмлă "Сельхозхими" предприятин пурлăхне арестлесе паянхи куна парăмсен пĕр пайне тỹлесе татнă. Çавăн пекех Елчĕк райповĕн, "Заря", Андреев ячĕллĕ хуçалăхсен хăш-пĕр пурлăхне арестлесе парăмсен пĕр пайне кирлĕ органсене тавăрса панă. Малашне те пысăк парăмлă хуçалăхсемпе организацисем суд, ытти органсен йышăнăвĕсене пурнăçламасан, пирĕнтен килмен сăлтава пула, çав çулпах кайса парăмсене татма тивет.
Çавăнпа та парăмсем пысăкланса кайиччен вĕсене вăхăтра тỹлесе пырасчĕ.
Яваплăхран, суд йышăнăвĕсене пурнăçлассинчен пăрăнакан ертỹçĕсем тĕлĕшпе вара тата çирĕпрех айăплав тăратма пултаратпăр. Тĕслĕхрен, акă, кооператив ертỹçи ĕçлекенсене ĕç укçи тỹлеймест. Çав вăхăтрах касса тăрăх, счет çине укçа кĕрет. Енчен те ертỹçĕ çакăн чухне суд йышăнăвне пурнăçламасăр, халăха ĕç укçи тỹлессинчен пĕлсе тăрса пăрăнса çỹресен, пристав исполнительсем ăна малтанах асăрхаттараççĕ, кассăна тĕрĕслесех тăраççĕ, административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан кодекспа килĕшỹллĕн протокол çыраççĕ.
Ертỹçĕ малалла та суд йышăнăвĕсене пурнăçламасан прокурор килĕшĕвĕпе РФ Уголовлă кодексĕн 315 статйипе уголовлă ĕç пуçарма пултаратпăр. Кунашкал ĕçре пĕр ертỹçĕ пирки материалсем пуçтарнăччĕ.
Çавăн пекех парăмлă хуçалăхăн счечĕпе пĕлсе тăрса ĕçсем ирттерекен банк служащийĕ тĕлĕшпе те уголовлă ĕç пуçарма пултаратпăр.
- Эсир парăмлă хуçалăхсемпе, ертỹçĕсемпе çеç мар, уйрăм çынсен парăмĕсене татассипе те ĕçлетĕр. Мĕнле штрафсенчен пăрăнаççĕ-ха ытларах уйрăм çынсем?
- Чи нумай парăм ГАИ енĕпе.
Суммисем пысăк мар пулин те кунашкал йышăнусен шучĕ пысăк. Акă, кăçалхи тăхăр уйăхра кунашкал 896 постановленипе 82000 тенкĕ шыраса илнĕ. Штрафсен суммисем пысăк мар пулин те темшĕн çынсем ĕçсене пирĕн пата çитериччен тăхтаççĕ. Малтанхи сумма çумне тата 7 процент хушма штраф, расхутсемшĕн шыраса илни те пăшăрхантармасть пулмалла вĕсене. Уйрăм çынсен пенси фончĕ умĕнчи, суд йышăнăвĕсемпе штраф тỹлессипе çыхăннă парăмĕсем те пирĕн патне килеççĕ.
- Суд приставĕсем хăйсен çемйисенчен тарса çỹрекенсене, ачисемшĕн алимент тỹлессинчен пăрăнакансене тупса палăртассипе те ĕçленине пĕлетпĕр. Чылайăн-и унашкаллисем пирĕн районта?
- Шел пулин те, алимент тỹлессинчен пăрăнса çỹрекен ар çынсем районта чылай. Кăçалхи тăхăр уйăхра, сăмахран, пирĕн суд приставĕсен уйрăмĕ çул çитмен ачисене пурăнма, тытса тăма 100 çынран алимент шыраса илессипе ĕç пуçарнă. Парăмçăсене РФ Уголовлă кодексĕн 157 статйипе яваплăх тыттарасси пирки асăрхаттарнă. 100 ĕçрен утмăлăшне парăмçăсем хăйсем çинчен пĕлтернипе, документсене ĕç укçин пĕр пайне тытса юлма ĕç вырăнĕсене ярса панă. РФ Уголовлă кодексĕн 157 статйипе килĕшỹллĕн айăплама кирлĕ парăмçăсен - Турхан ялĕнчен В.М.Алексеев, Кавалтан Г.М.Ильин, Аслă Пăла Тимешрен В.В.Иванов, Çуткỹл ялĕнчен В.А.Суворикова-Латыгина ячĕсемпе пуçтарнă материалсене район прокуратурине ярса панă.
Çавăн пекех Елчĕк ялĕнчен В.А.Александров, В.Г.Данилов, А.В.Егоров, А.В.Таллеров, Патреккелтен С.В.Доброхотов, Тĕмертен М.В.Аверьянов, Лаш Таяпаран Ю.С.Меметов, Сăрьелтен З.Н.Гимранов, Кавалтан А.Н.Васильев алимент тỹлессинчен пĕлсе тăрса пăрăнса çỹреççĕ.
Ыттисем хăйсен ирĕкĕпе çул çитмен ачисемшĕн алимент тỹлесе пыраççĕ.
Пĕр парăмçă тĕлĕшĕпе прокуратура пăхса тухса уголовлă ĕç пуçарнă.
Суд участокĕнче йĕрке тăвассипе, суд процесне хутшăнакансене хỹтĕлессипе те пирĕн приставсемех тăрăшаççĕ.
- Сирĕн ĕçĕрте хăрушлăх пурри те курăнать...
- Ку çаплах ĕнтĕ. Суд йышăнăвне хăй ирĕкĕпе пурнăçламан çын пире те хапăл туса йышăнмастех, паллах. Хирĕç тăрасси, хăратасси, усал сăмахпа кỹрентересси те пулма пултарать. Çавăнпа та исполнительсем яланах ОПДС приставĕсемпе çула тухаççĕ. Халăхăн, ертỹçĕсен ăнланасчĕ, эпир хамăр ирĕкпе мар, суд е ытти органсен йышăнăвĕсене пурнăçласа парăмсене шыраса илетпĕр.
- Ĕçлеме пĕлекен çын канма та пĕлет теççĕ. Сирĕн коллектив спортпа та туслă пулнине пĕлетĕп.
- Çулсерен эпир республикăри суд приставĕсем хушшинче ирттерекен ăмăртусене хутшăнатпăр, начар мар результатсемпе палăратпăр. Кăçалхи спартакиадăра та тăватă районăн пĕрлештернĕ командипе сакăр команда хушшинче виççĕмĕш вырăн йышăнма пултартăмăр. Хăш-пĕр спорт тĕсĕсемпе, тĕслĕхрен, алă вĕççĕн кĕрешессипе пĕрре çеç мар малти вырăнсене йышăннă. Малашне те сывă пурнăç йĕркине пăхăнса спорт вăййисенчен айккинче юласшăн мар, районта, республикăра иртекен ăмăртусене хутшăнасшăн.
- Уяв умĕн суд приставĕсен яваплă та çăмăл мар ĕçĕнче тăрăшакансем çинчен тĕплĕнрех пĕлсен те йăнăш пулас çук.
- Коллектив пысăк мар, çапах кашнийĕ хăй вырăнĕнче ĕçе яваплăха туйса пурнăçлать. Пристав-исполнительсем виççĕн: Людмила Архилина штрафсем, алиментсем, Татьяна Ильинапа Ольга Терентьева парăмлă хуçалăхсемпе организацисенчен бюджета укçа шыраса илессипе тимлеççĕ. Петр Спиридонов, Андрей Тихонов, Алексей Кудряшов приставсем суд ĕçĕн палăртнă йĕркине сыхлаççĕ.
Ольга Филимонова оператор та пирĕн ĕçре пысăк пулăшу парать.
Суд приставĕсен кунĕ умĕн ĕçтешсене пурне те уяв ячĕпе саламласа тав сăмахĕ, çирĕп сывлăх, сахал ĕç сунас килет. Районта чи малтан суд приставĕн исполнителĕнче ĕçленĕ Валентина Васильевна Лазаревăна та, хальхи вăхăтра ача пăхнă май отпускри ĕçтеше - Наталья Николаевăна та çак кун ырлăх-сывлăх сунатпăр.