Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Терапи уйрăмĕ çĕнелсе илемленчĕ

     Виçĕм кун районти тĕп больницăри терапи уйрăмне тĕпрен юсасси вĕçленнĕ, вăл чирлисене йышăнма пуçланă.
     Районти тĕп больницăна туса лартни вăтăр çула яхăн. Çак çулсенче юсав ĕçĕсем пурнăçламан мар-ха, çапах та хальхи пек тĕпрен çĕнетеймен. Утнă май урай хăмисем пĕр-пĕринпе "калаçатчĕç", чỹречесене уçма çукчĕ, алăксем ваннăччĕ, электропроводкăсем кивелнĕччĕ тата ытти те. Хĕл кунĕсенче палатăсенче сивĕччĕ. Çапах та шурă халатлă ĕçченсем чирлисене сипленĕ, хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçланă.
     Кăçалхи çĕртме уйăхĕн çурринче терапи уйрăмне тĕпрен юсама хупрĕç. Чи малтанах больницăн никĕсне тĕрĕслерĕç строительсем, никĕс çирĕппине кура çурт йĕри-тавра бетон ярса хытарчĕç. Унтан уйрăмра хĕрỹ ĕçсем пуçланчĕç. Генподрядчик - Б.Капламов ертсе пыракан юсавпа техника предприятийĕ. Вăл ĕлкĕреймен пирки субподрядчик та тупма тивнĕ - "Яльчикская" строительство организацийĕ. Сăмах май тỹрех каласа хăварас килет: Г.Сафронов ертсе пынипе МСО строителĕсем больница территорине беседка туса лартрĕç (уншăн пĕр пус та илмен). Чирлисене уçăлма тухса ларма питĕ меллĕ. Юсавпа техника предприятийĕ те больницăна спонсорла пулăшса çитес çул беседка çывăхне фонтан туса лартма шантарать. Ырă пуçарусене - ырă çул. Ыттисенчен те пулăшу кĕтет тĕп больница.
     Ял халăхĕ ăста строитель, çавăнпа питĕ лайăх ăнланать: киввине пăсса çĕнетесси çĕннине тăвассинчен чылай йывăртарах. Ку чухне кирпĕч хуракансемпе штукатур-малярсем, платниксем çеç мар, чи "хура" ĕçе пурнăçлакансем те йышлăн кирлĕ. Извеçлĕ маччасене хырса, пỹлĕмсене кирлĕ мар япаласенчен тасатасси епле пысăк ĕç! Строительсен сылтăм аллисем пулса тăчĕç терапи уйрăмĕнчи медицина сестрисемпе санитаркăсем, ытти ĕçченсем. Светлана Журавлева аслă сестра ертсе пынипе канăçа пĕлмесĕр тăрăшнă вĕсем. Пилĕк авни харама кайман, паян терапи уйрăмне пырса кĕме кăмăллă. Коридора мрамор урай сарнă, палатăсенчи урайсене линолиумпа витнĕ, форточкăллă чỹречесене уçса палатăна уçăлтарма пулать, стенасене çутă сăрăпа сăрланă, чуна йывăр чухне те чирлĕ çынна лăплантарма пултаракан тĕс, тин çеç улăштарнă электролампочкăсем палатăна тата çутатса яраççĕ. Çирĕп те илемлĕ алăксем вырнаçтарнă. Пĕр сăмахпа каласан, пирĕн тăрăхри больницăсенче кун пек хăтлă уйрăмсем çук-ха хальлĕхе.
     Уйрăм пушар хурал хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсене те тивĕçтерет. Уйрăма юсава хупиччен пушар сигнализацийĕ те вырнаçтарнă. Маччана хальхи çĕнĕ мелсемпе сарнă. Ăшă пăрăхĕсен системине тĕпрен улăштарнă хыççăн уйрăмра ăшă хуçаланать.
     Больницăри юсав ĕçĕсем пурнăçлама 3,5 миллион тенкĕ тухса кайнă. Çак укçа-тенкĕпех больница территорине тирпей-илем кĕртсе асфальт сарнă, Чăваш Тăрăм, Шуршу, Энтепе ялĕсенчи фельдшер пункчĕсене газ кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра стоматологи уйрăмĕн тăррине черепица витеççĕ.
     Терапи уйрăмĕнче 65 çын сипленме пултарать. Стационарăн кăнтăрлахи уйрăмĕнче 15, терапин 40, неврологин 10 койка вырăн. Тăватă врач пăхса, сиплесе тăрать кунта выртакансене. Вăрçă ветеранĕсем валли икĕ палата уйрăнă. Вĕсенче тата хăтлă. Урайне палас сарнă, холодильник та пур. Анчах уйрăмăн сĕтел-пуканĕ кивви тăруках куç тĕлне пулать. Палатăсенче тумбочкăсем кирлĕ, тирĕк-кашăк та çитмест. Пысăк строительство ĕçĕсем хыçа юлнă ĕнтĕ, тен, районти пуян та ырă кăмăллă предпринимательсем вак-тĕвек япаласем туянма пулăшĕç? Хамăршăн-çке вĕсем. Сăваплă та ырă ĕç ырăпа таврăнатех. Виçĕ хутлă больницăна, 30 çул каялла тĕп тухтăр пулнă А.Молоствов каланă тăрăх, халăх укçи-тенкипе, пус çумне пус хушса тунă.
     Терапи уйрăмне çĕнĕ тĕс кĕртсе уçнă çĕре район администрацийĕн пуçлăхĕ Н.Миллин, юсавпа техника предприятийĕн ертỹçи Б.Капламов, "Яльчикская" строительство организацийĕн ертỹçи Г.Сафронов, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ Л.Клементьева хутшăнчĕç, сăмах каларĕç. Терапи уйрăмĕн заведующийĕ Л.Молоствова, С.Журавлева аслă сестра район пуçлăхне, строительсен ертỹçисене юсавшăн чунтан тав турĕç.


"Елчĕк Ен"
25 октября 2005
00:00
Поделиться