Прививка туни чиртен сыхлать
Грипп - вăраха тăсăлакан вирус инфекцийĕ. Кашни çулах хĕллехи-çуллахи тапхăрта халăхăн 10 проценчĕ гриппа е ытти респираторлă вирус инфекцийĕсемпе чирлет. Чир ытларах раштав уйăхĕн вĕçĕнче пуçланать те нарăс çурринче чакать. Грипп çынна часах ерме пултарать, çавăнпа вăл хăвăрт сарăлать. Вирус пĕр çынран теприне калаçнă, ỹсĕрнĕ е сунасланă чухне сывлав органĕсем урлă ерет. Унта вирус çирĕпленсе ларать те малалла сарăлса тип пыра çитет. Грипа ОРВИнчен мĕнле уйăрса илмелле-ха?
Грипп чухне чир тăруках пуçланать. Пĕр кĕтмен çĕртен çын хăйне япăх туйма пуçлать, вăй-хал чакать, шăнтать, пуç, куç, мышцăсем, сыпăсем ыратаççĕ, ỹт температури 38-40 градуса çитет. Унтан типĕ ỹслĕк пуçланать, сунаслаттарать, пыр ыратать, куççуль юхать, сăмсаран юн кайма пултарать. ОРВИ чухне ỹт температури ытларах 37,5 - 38 градусран хăпармасть. Грипп вăхăтĕнче, каларăмăр ĕнтĕ, ỹт температури питĕ вăйлă хăпарать. Уйрăмах ỹпке шыçни хăрушă. Ун пек чухне чирлĕ çын вилме те пултарать.
Грипа хирĕç кĕрешсе юлашки çулсенче вакцинăсемпе нумай усă кураççĕ. Вăл - чиртен сыхланмалли чи лайăх меслетсенчен пĕри. Хальхи вăхăтра хамăр патĕнче, ют çĕршывра туса кăларнă вакцинăсем темĕн тĕрли те пур. Прививкăна чи малтан ачасене, халăхпа ĕçлекен работниксене тумалла. Вĕсен шутне медицина, транспорт, халăхăн кулленхи ыйтăвĕсене тивĕçтерекен работниксем, шкулта, шкул çулне çитмен учрежденисенче ĕçлекенсем, ватăсем, шала кайнă чирсемпе нушаланакансем кĕреççĕ. Прививкăсене чир-чĕр пуçланиччен тумалла. Пирĕн района грипп раштав уйăхĕн çурринче çитме пултарать. Грипран сыхланса тĕрлĕ препаратсемпе те усă курма пулать. Юлашки вăхăтра озельтамивир, ремантадин, альгирем, арбидол, гриппферон, афлубин препаратсемпе анлăн усă курма пуçларăмăр. Уйрăмах "Гриппферон" сăмсана ямалли тумлам çинче чарăнса тăрасшăн. Ăна гриппа тата ОРВИпе чирлесен те усă курма юрать. Çак чирсем пуçланичченех препарата сăмсана ярса тăни усăллă. Клиника тĕпчевĕсем кăтартнă тăрăх, гриппферона çулталăкри ачасем те лайăх чăтса ирттереççĕ, вăл аллерги памасть.
Чирсене çăмăллăн ирттерсе ярас тесен маларах тĕрлĕрен витаминсем ĕçни усăллă. Уйрăмах С, А тата В ушкăнри витаминсем пур препаратсене усă курмалла. С витамин хурлăхан, шăлан çырлисен сиропĕнче нумай. Составра ацетисалициловăй кислота (аспирин) пур препаратсемпе ытлашши усă курмалла мар. Вăл юна шĕветсе ярать. Грипп вара унсăрăнах хăрушă.
Чиртен сыхланнă чухне ыхрапа сухан çинчен те манмалла мар. Вĕсем вируса хирĕç тăма пултараççĕ, иммунитета ỹстереççĕ. Сухана е ыхрана вĕттĕн касса кравать умне хумалла. Çавăн пекех палан çырлине, кишĕр сокне пылпа ĕçни вăй-хала çĕнетме пулăшать. Курăк шывĕсем те ку чухне питĕ усăллă.
Грипран сыхланмалли чи лайăх мел - организма тăтăшах пиçĕхтерни, тĕрлĕ ваннăсем туни, сивĕ шывпа сăтăрăнни.
Енчен те сирĕн тăванăрсем гриппа чирлеççĕ пулсан, ăна уйрăм пỹлĕме вырттармалла, унпа сахалтарах калаçмалла. Ĕçе, шкула, ача садне кайма юрамасть. Кун пек чухне чир шала кайма пултарать тата ыттисене ертес хăрушлăх пысăк. Чирлесен тăруках участокри врача е фельдшера киле чĕнмелле, вăл хушнине çирĕп пурнăçламалла. Хăвăр пĕлнĕ пек сипленме юрамасть.
С.Петрянкина, Чăваш Республикинчи Госпотребнадзорăн территори управленийĕн Патăрьел районĕнчи территори пайĕн тĕп специалисчĕ.
"Елчĕк Ен"