Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Наркотиксенчен сыхланар

     Юлашки çулсенче наркотик серепине лекнисен йышĕ пысăк хăвăртлăхпа ỹсме пуçларĕ. Иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенчен пуçласа тишкерни Раççейре наркомани 10 хут ỹснине кăтартать. Официаллă кăтартусемпе 2003 çулта пирĕн çĕршывра 340 пин, хамăр республикăра 11,5 пин наркоман пулнă. Вун пилĕк çул каялла наркотик серепине лекнисенчен паян чылайăшĕ пурнăçран уйрăлнă ĕнтĕ. Вилменнисен, çемье çавăрма ĕлкĕрнисен çуралнă ачисенчен йĕркеллĕ, ăслă-тăнлă, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен лайăх çынсем пуласси пирки калама хĕн. Наркомание çине тăрса чарса лартмасан, эпир мĕн патне çитсе тăрасси куç умĕнчех. Çĕр çинче ырă пурнăçăн палли пĕтме пултарать.
     Çын наркомани çулĕ çине пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн тăрать, кайран ун серепине кĕрсех каять. Организм наркăмăшланать, çыннăн пуçĕ йĕркеллĕ ĕçлеми пулать, наркăмăш юнпа хутшăнса çынна аташтарма пуçлать. Тепĕр чухне вăл хăй мĕн тунине те ăнланса илеймест. Çын яланах хаваслă, тăтăшах кулать, темшĕн савăнать. Наркотике хăнăхса çитнĕ организм каллех çак наркăмăша ыйтать. Анчах та наркотик пысăк укçасăр тупăнмасть. Унпа туслашни вара пĕтĕм укçи-тенкине çавăнта ярать. Ку юлташсене, çывăх çынсене çухатасси патне илсе çитерет. Наркоман, укçа тупас тесе, преступлени çулĕ çине тăрать, ют пурлăха вăрлама тытăнать, çаратма пуçлать. Наркомансем хушшинче СПИДпа чирлекенсем нумай. Çавсемех хăйсене ыттисенчен пысăка хурса хаклаççĕ, çут тĕнчере вĕсенчен лайăхрах çын çук та тейĕн.
     Тĕрĕссипе вара вăл обществăран пĕтĕмпех уйрăлнă, никама кирлĕ мар юрăхсăр, пурнăçра арпашăнса кайнă çын. Манмалла мар: наркоман пурнăçĕ çав тери кĕске. Тепĕр чухне вăл наркотикпе ытлашши усă курсан та вилсе кайма пултарать.
     Çак хăрушă чирпе пирĕн пĕр çын пек пулса кар тăрса кĕрешмелле, уйрăмах ашшĕ-амăшĕн ку енĕпе тимлĕрех пулмалла. Ачăр яланах сирĕн куç умĕнче, эсир унăн пурнăçне куç шăрçи пек асăрхаса тăратăр, тỹрĕ çулран айккинелле пăрăнма ан парăр.
     Çỹлерех каланине шута илсе кăçал та районта юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чỹк уйăхĕн 30-мĕшĕччен "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акци иртет. Унпа çыхăннă пĕтĕм мероприятисенчен районти пĕр çамрăк та айккинче пăрăнса юлмасса шансах тăратпăр.


"Елчĕк Ен"
25 октября 2005
00:00
Поделиться