Хĕле хатĕрленме вăхăт
Ял хуçалăх техникине хĕл каçма вырнаçтарса лартасси тата юсама пикенесси - паянхи чи çивĕч ыйтусенчен пĕри.
Уйри ĕçсем вĕçленчĕç, халĕ кĕрхи суха ĕçĕсем пыраççĕ. Хуçалăхсен хирти, парк территорийĕнчи ял хуçалăх техникине уçă пĕлĕт айĕнчен илсе кĕмелле, хĕл каçма вырнаçтарса лартмалла. "Комбайн", "Сатурн", "Рассвет", Ленин ячĕллĕ хуçалăхсен вара çак шухăш çук, вĕсем уй-хирти ĕçсем вĕçленнĕ хыççăнах пур пек техникăна тирпейлесе, вырнаçтарса лартнă. "Була", "Дружба", "Надежда" хуçалăхсен вĕсене ăмсанмалли анчах юлать. "Кушелга" хуçалăхри Владимир Сазонов инженер техникăна пĕчченех хĕл каçма вырнаçтарать тесен те тĕрĕс. Ытти механизаторсем, хуçалăх укçа тỹлеменнине пула, урăх çĕре ĕçлеме туха-туха кайса пĕтнĕ.
Акана хутшăнакан техникăна юсассипе "Комбайн" хуçалăх ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Кунта яланхи йĕркене çирĕп пăхăнаççĕ, çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăнах сỹресене юсаса хунă, халĕ слесарьсем ытти ял хуçалăх машинисене юсанă çĕрте тăрăшса ĕçлеççĕ. Шел, ытти хуçалăхсем çак ĕçсене тума пуçăнайман-ха. Кайран, çанталăк сивĕтсе ярсан, пĕр кунра пурнăçламалли ĕç пĕр эрнене тăсăлать.
Автомашинăпа трактор паркĕсен территорийĕсене тирпей-илем кĕртесси çине те тимлĕх уйăрмалла. Тĕрĕслев вăхăтĕнче парка пырса кĕрсенех тỹрех куçа курăнакан курăка çулмалла, йĕри-тавра выртакан тимĕр-тăмăра пуçтармалла.
Кăçал районĕпе тырă тĕшĕлекен çĕнĕ пĕр комбайнпа пĕр трактор анчах туяннă. Тĕрĕссипе, темиçе кивĕ трактора ĕçлеттерсе нуша куриччен вĕсен шутне чакарса МТЗ-1221 маркăллă, хăватлă, сахал топливо тăкаклакан тракторпа çĕр ĕçне пурнăçласан, усси ытларах пулать. Шутласан, трактора юсавлă тытса тăрас тесен, унăн аммортизаци вăхăчĕ тухиччен запас пайĕсем туянма тракторăн малтанхи хакĕн 1 тенки пуçне 2 тенкĕ ытла укçа тухса каять. Апла пулсан, 15-20 çул ытла ĕçлекен тракторсене юсаса пустуй укçана çилпе вĕçтерсе яма кирлех-ши?
Çĕр хатĕрленĕ çĕрте çĕнĕ технологипе усă курсан та чылай топливо перекетлеме пулать. Тĕслĕхрен, лаптăксене кĕркунне "Обь-4" маркăллă сеялкăпа усă курса аксан тăкакĕ сахал, унпа пĕр гектар çĕре акма 12 литр топливо кирлĕ. СЗ-3,6 маркăллă сеялкăпа аксан 26 литр топливо тăкакланать.
Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа районти хуçалăхсенче ĕçре хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнассипе, производствăра сусăрланассинчен, аманассинчен сыхланассипе 32 сехетлĕ Программăпа вĕрентỹ пуçланчĕ. Тĕп инженерсемпе хăрушсăрлăх техники енĕпе ĕçлекен специалистсем вĕрентỹ ĕçне çỹлĕ шайра ирттерессине шанас килет.
"Елчĕк Ен"