Çĕнĕлĕхе ĕçе кĕртме шутланă
Рынок условийĕ тĕплĕн шухăшласа пурăнма вĕрентет. Ял хуçалăх предприятийĕсем иртнĕ ырă вăхăтсенче ỹсен-тăран отраслĕнче тĕш тырă туса илессине чи малти вырăна хунă пулсан, халĕ ăна пысăк лаптăкра çитĕнтерсе сутни усси çуккине кураççĕ.
Çунтармалли-сĕрмелли материалсен хакĕсемпе танлаштарсан, тĕш тырă çав тери йỹнĕ. Ял хуçалăх техники, запас пайсем вара хаклă. Ку пурнăçпа 10 çул тырă сутса та пĕр йĕркеллĕ техника туянаймăн.
Çĕнĕлле ĕçлеме пуçăнма - ял хуçалăх культурисен структурине улăштарса пысăк тупăш паракан культурăсем, тĕслĕхрен, пахча çимĕç туса илесси çине куçма та ял хуçалăх предприятийĕсем хальлĕхе теветкеллĕх çитереймеççĕ. К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхра та, ĕçе çĕнĕлле пикенме кирлине пĕлсе тăрсах, тĕш тырă культурисене, хăнăхнă йăлапа, çак вăхăтченех пысăк лаптăкра - 1000 ытла гектар çинче акса çитĕнтернĕ. Вĕсем кăçал кашни гектартан туса илнĕ 22 центнер, пурĕ 21480 центнер тырра, паянхи вăтам хакпа - 1 тоннине 2500 тенкĕпе сутас пулсан хуçалăх кассине 5 миллион та 375 пин тенкĕрен ытла укçа пырса кĕмест. Танлаштарсан, уй-хирти ĕçсене пурнăçланă çĕрте çунтармалли-сĕрмелли материалсене туянма анчах хуçалăх 1 миллион та 600 пин тенкĕ укçа тăкакланă. Унсăр пуçне, кирлĕ ытти япаласене туянма, ĕç укçи тỹлеме, тĕрлĕ шайри налуксемпе татăлма тата мĕн чухлĕ укçа кирлĕ. Çавăнпа ĕнтĕ ку чухне тĕш тырра сутни мар, унпа выльăх-чĕрлĕх самăртни усăллăрах пулнине куратпăр.
Ял хуçалăх культурисен структурине улăштарса усăллă культурăсене акма-лартма пикенмесен ял çыннин малашнехи кун-çулĕ тата йывăртарах пуласса ăнланса К.Маркс ячĕллĕ хуçалăхра çитес çулсенчи ĕçе йĕркелессинче çĕнĕлĕхсем палăртаççĕ. Урăхла каласан, çĕр çинче ĕçленинчен ытларах тупăш илес тесе пахча çимĕç çитĕнтерме шутлаççĕ.
- Çынсен ĕç шыраса юта тухса каймалла пулмĕ, ялта пурăнсах вĕсем тивĕçлĕ ĕç укçи ĕçлесе илме те пултарĕç, - тет хуçалăх ертỹçи Анатолий Скворцов. Çак тĕслĕхе курма таçта аякка кайма та кирлĕ мар. Таяпа Энтринчи Федор Шадриков фермер (хресчен) хуçалăхĕ миçе çултанпа ĕнтĕ пахча çимĕç туса илес тĕлĕшпе тухăçлă, усăллă ĕçлет. Çавна май кунта ĕçлесе курнисем пĕлеççĕ: Тутар Республикинче те мар, Мускавра та мар, Федор Шадриков фермер патĕнче ĕçленинчен шанчăкли çук. Ютри пек кунта вĕсене никам та укçа тỹлемесĕр чике тăршшĕ лартакан çук. Паян мĕн ĕçленипе ыранах татăлаççĕ. Хуçалăхра севок лартса çитĕнтересси пирки К.Маркс ячĕллĕ хуçалăх ертỹçипе малтан сăмах пуçараканни те шăпах Федор Шадриков фермер пулнă. Фермер (хресчен) хуçалăхĕн ертỹçи, пысăк опытлă агроном ку чухне канаш-сĕнỹпе пулăшма шантарнă.
Пахча çимĕç культурисене çитес çул акма-лартма палăртакан çĕре хăйне евĕрлĕ ĕçлесе хатĕрлеме кирлине ăнланса хуçалăхра палăртнă лаптăксенче çу каçипех хатĕрленỹ ĕçĕсем туса ирттернĕ. 7 гектар çинчи хура пуса çак тапхăрта пурĕ 20 хутчен, тĕпрен мар, çиелтен, 3-4 сантиметр тарăнăш кăпкалатса тăнă. Çакăн валли вырăнта, хуçалăх условийĕсенче ятарлă агрегат туса хатĕрленĕ. Çак агрегатпа усă курса çĕре хатĕрлени çунтармалли-сĕрмелли материала та нумай перекетлеме май панă.
Пахча çимĕç валли уйăрма палăртнă тепĕр ана - кĕрхи культурăсем пулнă лаптăк. Çум курăксене хирĕç кĕрешсе малтан пĕтĕм лаптăка раундап препарат сапнă. Кашни 2-3 эрнерен шăтса тухакан çиелти çум курăксене çỹлерех асăннă агрегатпа пурĕ 5 хутчен кăпкалатнă. Анасем тап-таса, кăпăшка. Шуршу бригадинче вара малтан лайăх ĕçлесе хатĕрленĕ çĕр çинче кĕркунне севок акса хăварнă. Ăна ĕлĕкхи меслетпе - суха пуçпе акнă.
"Елчĕк Ен"