Студентсем пулăшнипе
Шупашкарти "Эткер" ушкăнăн эколог-студенчĕсем пирĕн шкулти вĕренекенсемпе виççĕмĕш çул çыхăну тытнăран, туслашсах çитрĕмĕр вĕсемпе. Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче, Йывăç кунĕ, эколог-студентсемпе пĕрле хамăрăн шкул территорийĕнче хыр, чăрăш, юман хунавĕсем лартса хăвартăмăр.
Сăмах май, вĕсемпе туслашни ялти шкулта вĕренекенсемшĕн усăллă пулнине куратпăр. Хăйсен кашни тĕл пулăвне кăсăклă йĕркелесе ирттерни ачасене нумай енлĕн хавхалантарма пулăшать. Студентсемпе пĕрле йывăçсем лартни анчах çителĕксĕр пулнă пулĕччĕ вĕсемшĕн. Тĕрлĕ ỹсен-тăрансен вăррисене, географи, биологи, экологи тĕлĕшпе çыхăннă кăсăклă литературăна тупса туянма та пире вĕсемех пулăшаççĕ.
"Елчĕк Ен"