Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Республикăра акци пырать

     Сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, çамрăксем хушшинче психикăна пăсакан япаласене хирĕçле шухăш-кăмăл аталантарас, яш-кĕрĕме ытларах физкультурăпа тата спортпа туслаштарас, çамрăксен канăвне усăллă тата кăсăклă йĕркелес тĕллевпе хальхи вăхăтра республикăра "Çамрăксем сывă пурнăç йĕркишĕн" акци пырать. Пирĕн районта та вăл юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чỹк уйăхĕн 30-мĕшĕччен иртет. Çавна май йĕркелỹ комитетне туса хунă. Унăн председателĕ пулма район администрацийĕн вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникне А.Ф.Ишмуратова çирĕплетнĕ.
     Акцие хутшăнса хальхи вăхăтра районти шкулсенче вĕренекенсемпе сывă пурнăç йĕрки пирки калаçусем, тĕл пулусем, мероприятисем иртеççĕ.


"Елчĕк Ен"
19 октября 2005
00:00
Поделиться