Контракт служби - чăн-чăн ар çын ĕçĕ
2003 çулта йышăннă Федерацин тĕллевлĕ программипе килĕшỹллĕн, контрактпа службăна каякансемшĕн нумай çĕнĕлĕх вăя кĕчĕ. Асăннă программăна пурнăçа кĕртмешкĕн федераллă бюджетран 19 миллион та 91 пин тенкĕ ытла укçа уйăрнă. Хальхи вăхăтра чылай çар чаçĕ контракт йĕрки çине куçса пырать, контрактпа службăра тăракансен шучĕ те ỹсет. Çар службине контракт йĕркипе кайма кăмăл тăвакансен районти çар комиссариатне документсем тăратмалла. Вĕсем çинчен вырăнта пĕлме пулать. Çавăн пекех çарпа врач комиссийĕн тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, Эпир çар службинчен таврăннă çамрăксене яланах пулăшма хатĕр. Контрактпа службăна кайни ĕçсĕр тăрса юлнинчен хăтăлма пулăшать. Шутласа пăхăр-ха, çартан килнĕ вăйпитти çын ĕçсĕр ларма пултарать-и? Çук паллах! Унăн çемье çавăрса пурнăçăн анлă çулĕ çине тухмалла! Контрактпа службăна каякансем тĕрлĕрен çăмăллăхпа усă кураççĕ. Паянхи кун вăйпитти çамрăксем ют хуласене, республикăсене кайса сиенлĕ условисенче пурăнса пысăк укçашăн сывлăхĕсене пĕтереççĕ. Пĕр енчен пăхсан вĕсем укçине те аванах илеççĕ, тепĕр енчен пăхсан вара сывлăхĕ пĕтет, ĕç стажĕ пымасть. Çав укçанах Тăван çĕршыва хỹтĕлесе те илме пулать.
Паянхи кун тĕлне çар комиссариатĕнче Ульяновск хулинче вырнаçнă 73612-мĕш çар чаçне (ВДД), Екатеринбургри 34-мĕш мотострелковăй дивизине, Самар облаçĕнчи Рощинский поселокне (150 МСБР), Таджикистанра (201 МСД), Чечня Республикинче (42-мĕш МСД, ОГВ(С) вырнаçнă çар чаçĕсене кайма нарядсем пур. Кам Тинĕс-Çар флотĕнче службăра тăнă, вĕсене те хапăлласах кĕтетпĕр.
Кам вăйлă та çирĕп, хăюллă та пултаруллă, хăйне чăн ĕçре тĕрĕслесе пăхасшăн, контракт йĕркипе çар ретне тăрăр. Сире эпир çар комиссариачĕн 6-мĕш пỹлĕмĕнче яланах кĕтетпĕр.
"Елчĕк Ен"