Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çулталăк тăршшĕпех йышăнать

     Ỹссе пыракан ăрăвăн сывлăхĕшĕн тăрăшасси патшалăхăн чи пысăк задачисенчен пĕри. Юлашки çулсенче ачасем чирлесси ỹссе пынине, шала каякан чирсем уйрăмах пысăк пулнине шута илсе, патшалăх санатори лагерĕсене çулталăк тăршшĕпех ĕçлеттересси çине пысăк тимлĕх уйăрать.
     Иртнĕ çул Чăваш Енре "Чувашия курорт" санатори çумĕнче çулталăк тăршшĕпех "Жемчужина" ача-пăча лагерĕ ĕçлерĕ. Кăçал "Чайка" канупа сывату лагерĕ уçăлчĕ. Вăл авăн уйăхĕн 23-мĕшĕнче пĕрремĕш хут ачисене йышăнчĕ. Кунта çулталăк тăршшĕпех шкул ачисем хăйсен сывлăхĕсене çирĕплетме пултараççĕ. Паллах, санаторипе курорт сыватăвне каяс текен ачасен чи малтан медицина кăтартăвĕ кирлĕ.
     Раççей Федерацийĕн Социаллă страховани фончĕн Чăваш Республикинчи регионти уйрăмĕ санаторипе сывату лагерĕсене каяс текенсене страхователь заявкисем тăрăх путевкăсене çулталăк тăршшĕпех уйăрать.
     "Жемчужина", "Чайка" лагерсене кайма путевка илес тесен ачан ашшĕ е амăшĕн ĕç вырăнĕнчи социаллă страховани комиссине заявлени çырмалла. Унпа пĕрлех районти тĕп больницăри врачран справка илмелле, санаторипе курорт картти пулмалла.
     Кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче страхланнă граждансем 15 çул тултарман ачисене хула тулашĕнчи сыватупа кану лагерĕсене яма пултараççĕ. "Салют", "Солнышко", "Звездный", "Белые камни" тата ытти лагерьсем вĕренекенсене хаваспах кĕтеççĕ. Шкул ачисем лагерьсенче вунă кун (юпа уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа чỹк уйăхĕн 7-мĕшĕччен) пулаççĕ. Кĕркуннехи каникул вăхăтĕнче пĕр ача пуçне лагерьте канма талăка 250 тенкĕ ларать.
     Бюджет организацийĕсенче ĕçлекен работниксен ачисем валли путевкăсене тỹлевсĕр уйăраççĕ. Ытти организацисенче ĕçлекенсен путевкăн çуррине тỹлеме тивет. Кун пирки Социаллă страховани фончĕн Елчĕкри уйрăмĕн уполномоченнăйĕсенчен ыйтса пĕлме пулать.


"Елчĕк Ен"
19 октября 2005
00:00
Поделиться