Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕнĕлĕхсем илĕртеççĕ

     Çирĕклĕ Шăхальти пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул коллективĕ кăçалхи вĕренỹ çулне пĕлтĕрхинчен те тăрăшарах хатĕрленчĕ. Классене кĕрсе тухма кăмăллă. Сăрă лекмен пĕр кĕтес юлман. Коридор та çуталса илемленнĕ.
     Кăçал 140 ытла ача парта хушшине ларчĕ. Хăвăлçырмапа Тĕмер ялĕсенчен 57 ача килнĕ.
     Аслă класа çеç-и? Кашни класрах ытти ялсенчен çĕнĕ ачасем пур. Пиллĕкмĕш класа - иккĕн, 6 класа - виççĕн, 8-мĕшне - тăваттăн, 9-мĕшне иккĕн вĕренме килме кăмăл тунă.
     Мĕн хистенĕ-ха кĕçĕн ушкăнри ачасене ют шкула вĕренме кайма? Чылай ача кунта спортзал, компьютер пулнине асăнчĕ. Кỹлпуçсем ачасене шкула автобус турттарнине ырларĕç. "Хăвăлçырма шкулне япăх çанталăкра çỹреме йывăртарахчĕ. Уйрăмах сивĕ, тăманлă кунсенче начар. Пылчăклă вăхăтра çырма урлă каçасси те мĕне тăрать", - теççĕ вĕсем.
     Саккăрмĕш класа килнĕ Света Андреева шкула хăнăхса çитнĕ ĕнтĕ. Хĕрача Чĕмпĕр облаçĕнчи Коровино ялĕнчен. Чăвашла вĕренмен. Ялта ытларах тутарсем пурăннăран шкулта тутар чĕлхи вĕрентнĕ.
     Çемье Тĕмере пурăнмаллипех куçса килсен ашшĕпе амăшĕ ялти шкула ачисене вĕренме илме ыйтса ыйту тăратнă. Анчах та шкул директорĕ ача малтан акăлчан чĕлхи вĕреннине шута илсе Çирĕклĕ Шăхальти шкула яма сĕннĕ. Халĕ Света чăваш чĕлхине те вĕренет, кăштах калаçать те. Класри чи çывăх юлташĕ унăн Лена Клечкова. Лена çакăн пек тус тупăннишĕн кăмăллă. Класри арçын ачасем хушшинче пĕчченехчĕ-ха вăл.
     Элпуç ялĕнчи пĕр тăван Андреевсем виççĕшĕ те акăлчан чĕлхи вĕренесшĕн. Паллах, 10 класри Наташăпа 9 класри Настьăна 6 класра вĕренекен Анжелăран та йывăртарах килет. Халиччен нимĕç чĕлхи вĕреннĕ-çке. Анчах та хĕрачасем пит тăрăшуллă пулни сисĕнет. Лартнă тĕллеве ачаранах пурнăçлама хăнăхнă вĕсем. Ахальтен-и виççĕшĕ те вĕренỹ отличницисем.
     Кăçал çеç мар, ытти вĕренỹ çулĕнче те ют ачасем килсех тăнă шкула. Акă, Кỹлпуçĕнчи 3 класа çỹрекен Артем Осиповпа Саша Дудкин пĕрремĕшне те кунтах çул тытнă. Саша ача садне те Çирĕклĕ Шăхальне çỹренĕ. Ара, шкул автобусĕ кил умĕнченех иртсе çỹрет-çке. Шкул çумĕнче "Йăвача" ача садне Кỹлпуçĕнчен килекенсем татах та пур. Кармалсемшĕн те ют мар ача сачĕ.
     Шкула ача садĕнчен килекенсем, ыттисемпе танлаштарсан, чылай лайăхрах аталаннине палăртаççĕ Э.В.Архипова, В.А.Никифорова пуçламăш классен учительницисем. Ашшĕ-амăшĕ те вĕсемпе кăмăллă. Ача сачĕн ĕçченĕсем шăпăрлансене тем тума та хăнăхтараççĕ.
     Шкул икĕ хутлă, пысăк, çутă. Ачасем кабинет системипе вĕренеççĕ. Учительсем опытлă, пĕлỹ шайĕ пурин те тенĕ пекех пысăк. 24 педагогран виççĕшĕ аслă категориллĕ, тăваттăшĕ - 1 категориллĕ. Вун пилĕк çулран пуçласа 20 çул тата ытларах та ĕçлекенсен йышĕ нумайрах.
     Аслă классенче вĕренекенсен урокĕсем часах вĕçленмен пирки 1-4, 5-8 классенчи ачасен автобус кĕтсе тăма тивет. Анчах вăхăта пустуй çухатмаççĕ вĕсем. Уроксем хыççăн компьютер класĕнче, спортзалта выляççĕ е ялти тĕслĕх библиотекинче пулаççĕ. Музыка шкулĕн филиалне çỹрекенсем те пур.


"Елчĕк Ен"
19 октября 2005
00:00
Поделиться