Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Техника ĕмĕрĕ хамăр алăра

     Районти уй-хир ĕçĕсене вĕçлеме кăçал çанталăкĕ те пулăшса пырать тейĕн - уяр вăхăтпа туллин усă курма тăрăшаççĕ хуçалăхсенче. Ĕçрен пушаннă техникăна хĕл каçма упрама лартассипе тимлесси те тĕп вырăнта пулмалла. Ăна мĕнле пăхатăн, упратăн - техникăн ĕмĕрĕ те çакнашкал вăрăмрах. Çакна "Рассвет", "Сатурн", "Комбайн", "Прогресс" тата ытти чылай хуçалăхсенчи ертỹçĕсем лайăх ăнланаççĕ. Вĕсенче комбайнсене, вырма ĕçĕсене хутшăннă ытти техникăна çуса тасатса, тутăхакан пайсене çу сĕрсе ятарлă подставкăсем çине е ангарсене кĕртсе лартаççĕ. Çавăн пекех юсав ĕçĕсене те вăхăтлă пурнăçласа пыраççĕ - ку енĕпе слесарьсен ятарлă звенисене йĕркелеççĕ. Шел пулин те, уяр çанталăкпа усă курса техникăна хĕл каçарма пачах вырнаçтарман хуçалăхсем те пур-ха. Хальхи вăхăтра ку енĕпе "Була", "Надежда", "Дружба", "Восход" тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче начар ĕçлеççĕ - вĕсенчи ертỹçĕсем, специалистсем яваплăха туймаççĕ.

     Вăхăт иртсен часах сивĕ кунсем те пуçланĕç. Çавăнпа пĕр тăхтаса тăмасăр комбайнсене, ытти техникăна хĕл каçма упрама лартасчĕ. Çак ĕçе чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлемеллех.



"Елчĕк Ен"
12 октября 2005
00:00
Поделиться