"Йывăç ларт тата ăна упраса ỹстер" акцие хутшăнса
ЧР Президенчĕн "Йывăç кунĕ" программине пурнăçласа иртнĕ эрне кун, юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче, районта "Йывăç кунĕ" пулса иртрĕ. Çак куна районта пурăнакансем чăн-чăн уяв пекех кĕтсе илчĕç. Район администрацийĕнче, ММПП ЖКХра, юсавпа техника предприятийĕнче, куçса çỹрекен механизациленĕ колоннăн "Яльчикская" производство кооперативĕнче тăрăшакансем, Аслă Таяпари, Лаш Таяпари шкулсенче вĕренекенсемпе вĕрентекенсем пурте пĕр çын пек пулса йывăç лартма тухрĕç. Çанталăк çуллахинчен кая мар ăшă, уяр тăни хавхаланса ĕçлеме хистесе тăчĕ. Юпа уйăхĕнче çутçанталăк хăйĕн ытарайми илемĕпе рехетлентерни вара сайра пулать. ММПП ЖКХа коллективĕ районти культура çурчĕ хыçĕнчи территорире тĕрлĕ йывăç-хунав лартса хăварчĕ. Малашне унта парк пулмалла. Чиркỹ урамĕнче çуркунне лартнă, хăрнă йывăçсене те вĕсемех çĕннисемпе улăштарчĕç. Район администрацийĕнче, унти тĕрлĕ пайсенче ĕçлекенсем вара "Ырсамай" культурăпа кану паркĕнчи малтан лартнă йывăçсене упраса ỹстерессишĕн, çĕнĕ хунавсем çитĕнтерессишĕн яваплă пулса тăраççĕ. Хальхинче те вĕсем мĕн ир пуçласа каç пуличченех кунта тăрăшрĕç. "Йывăç ларт тата ăна упраса ỹстер" акцие хутшăнса, çак кун районĕпе 7500 тĕп йывăç çĕнĕрен лартса хăварнă. Ĕç вара çакăнпа çеç вĕçленмест. Юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче иртекен черетлĕ "Йывăç кунне" ытти предприятисемпе организацисем те хастар хутшăнасса, маларахринчен те тухăçлăрах ĕçлессе шанса тăратпăр.