Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çĕнтерỹпе таврăнчĕç

     Юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче Вăрнарта иртнĕ 1983 çулхи тата унран çамрăк йывăр атлетсен республикăри ăмăртăвĕ Елчĕк енри штангистсен ăсталăхĕ пысăк пулнине тепĕр хут çи- рĕплетрĕ. Хĕр ачасен те, арçын ачасен те командисем куçса çỹрекен кубоксене çĕнсе илчĕç. Вĕсем Улатăрпа Шупашкар йывăр атлечĕсене чылай кая хăварма пултарчĕç. Хăйсен виçисенче Артем Сусликов, Гурий Чернов (Курнавăш), Владимир Никитин, Алексей Плотников (Елчĕк), Павел Портнов (Аслă Пăла Тимеш) çĕнтерỹçĕсем пулса тăчĕç. Павел Ягудин, Артем Зайцев (Аслă Пăла Тимеш), Александр Иванов (Энтепе), Валерий Мартынов, Дмитрий Убасев, Денис Архилин (Елчĕк) призерсен йышне кĕчĕç. Сергей Сапожников (Энтепе), Сергей Корнилов (Курнавăш) та командăшăн паха очкосем пухрĕç.

     Хĕр ачасем те арçын ачасенчен кая юлмарĕç. Наталья Кувшинова (Аслă Пăла Тимеш), Олеся Маликова (Хăвăлçырма) - чемпионсем. Олеся Старостина (Кипеç), Кристина Леонтьева (Курнавăш), Наталья Еникова (Шуршу) ик- кĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене тухма пултарчĕç. Йывăр атлетсене - шкул ачисене чỹк уйăхĕн 5-6-мĕшĕсенче Вăрнартах йышăнĕç.



"Елчĕк Ен"
12 октября 2005
00:00
Поделиться