Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Виçĕ ăмăртура çĕнтернĕ

     Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕн П.Н.Самсоновăн воспитанникĕшĕн - Лаш Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн 5-мĕш класĕнче вĕренекен Оксана Теренинашăн 2005 çул спортри çитĕнỹсен çулталăкĕ пулчĕ.
     Оксана Теренина кăçал хăйпе пĕр ỹсĕмри шкул ачисем хушшинче республикăра ирттернĕ 4 турниртан виççĕшĕнче çĕнтернĕ. Нумаях пулмасть вăл Канаш районĕнчи Çĕнĕ Шелттемре ЧР физкультура, спорт тата туризм министрĕн В.М.Красновăн парнисене çĕнсе илессишĕн шкул ачисем хушшинче çуран утассипе Пĕтĕм Союзри ăмăртура мала тухнă. 1000 метрлă дистанцире çитĕннисен пĕрремĕш спорт разрячĕн нормативне тултарма 1 çеккунт çеç çитеймен


"Елчĕк Ен"
04 октября 2005
00:00
Поделиться