Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тивĕçлисене - наградăсем

     Учитель кунĕ умĕн Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹ министерстви пирĕн районти вĕрентекенсен пĕр ушкăнне тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн наградăсемпе хисеплĕ ятсем парса чысланă. Вĕрентỹ сферинче тунă тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн "Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ятсем панă:
     Зинаида Николаевна ЕРМОЛАЕВĂНА - райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн специалистне;
     Александр Демьянович КЛЕМЕНТЬЕВА - халăха вĕрентес ĕç тата наука ĕçченĕсен профсоюзĕн районти пĕрлешĕвĕн унчченхи председательне.
     Вĕрентỹпе воспитани процесĕсене йĕркеленĕ тата аталантарса пынă ĕçре пĕлтерĕшлĕ çитĕнỹсем тунăшăн, ачасене ăс-хакăл, культура тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен аталантарнăшăн, вĕренекенсемпе воспитанниксене хатĕрлессипе пысăк ĕçсем тунăшăн Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотипе наградăланă:
     Елена Феофановна ПИТЕРКИНĂНА - Аслă Таяпари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул учительницине;
     Галина Ананьевна ПЧЕЛОВĂНА - Аслă Пăла Тимешри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкул учительницине;
     Зоя Васильевна ЕФИМОВĂНА - Курнавăшри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул воспитательницине;
     Лидия Анатольевна ЕГОРОВĂНА - Çĕнĕ Пăвари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулăн директор çумне;
     Сергей Васильевич СКВОРЦОВА - райадминистрацин вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн методистне.


"Елчĕк Ен"
04 октября 2005
00:00
Поделиться