Пултаруллă, ỹркенмест
Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти Герольд Петрович Ловкин учитель ĕçченлĕхĕпе, пысăк пултарулăхĕпе, ачасене юратнипе кĕске вăхăтрах коллективра çеç мар, районта та пысăк хисепе тивĕçрĕ. Герольд Петрович çиччĕмĕш çул ялти ачасене биологи предметне вĕрентет. Вĕренекенсем унăн урокĕсене чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Хăйне евĕрлĕ интереслĕ, ачасене çут çанталăк илемне туйма-курма вĕрентет вăл.
Герольд Петрович ертсе пынипе шкул пахчи районти конкурсра кашни çулах мала тухать. Темиçе тĕрлĕ чечек-йывăç ỹстернипе çеç лăпланса лармаççĕ вĕсем. Географи кĕтесне те хăйне майлă йĕркеленĕ. Йĕри-тавра "уй-хир пики" акнă, варринче учитель сĕтелĕпе саксем вырнаçтарнă. Уçă сывлăшра ларса вĕренекен ачасем мĕн пĕчĕкрен илеме туйма, юратма вĕренеççĕ те. Вăл çеç-и? Ачасем шкул картишĕнче çеç мар, килĕсенчи пахчисенче те чечексем лартса ỹстерме пуçларĕç.
Учительсен коллективĕ те туслă. Унччен Е.И.Степанова директор ертсе пынă чухнех (йывăр тăпри çăмăл пултăр) Хăвăлçырмасем илеме юратни курăнатчĕ. Шкул пахчине пырса кĕме кăмăллă пулнă яланах. Ырă йăлана паян та манăçа кăларманни савăнтарать. Ĕçе чунтан юратса пурнăçлакан учительсем тăрăшнăран ĕçĕ те курăмлă.
Герольд Петрович шкул ачисене интереслентерсе кашни çулах çĕнĕлĕхсем шырать. Иртнĕ çул коридора аквариум лартрĕ. Пуллисене ачасем пăхса, çитерсе тăраççĕ. Кăçал вара тепĕр чĕрĕ кĕтес уçрĕ: попугайсем мăшăрпа вĕçсе çỹреççĕ. Пушă вăхăтра ачасен коридорта чупас, алхасас шухăш çук. Пĕрисем аквариум умĕнче тăрса канаççĕ, теприсене попугайсен калаçăвĕ кăсăклантарать.
Шкулта стендсене çулсерен çĕнетсе тăраççĕ. Герольд Петрович "Школа - глазами фотографа" стенд йĕркеленĕ. Кунта çитĕнекен чечексенчен Парксемпе садсен çулталăкне халалласа йĕркеленĕ ăна.
Ларса-тăма пĕлмен педагог Хăвăлçырмари шкулта çеç мар, кỹршĕ республикăри Чутей ачисене те пĕлỹ парать. Таланчĕ пур енлĕ аталаннă унăн: нихăш енĕпе те маххă памасть. Малалла ăнтăлас, нумай пĕлес, çĕннине шырас шухăш иксĕлме чарăнмасть. 8 класс пĕтернĕ хыççăнах никам пулăшăвĕсĕр Кострома хулине тухса кайма хăраманскер пурнăç урапин йĕрĕ çине пĕр шиксĕр пусать. Малтанах техникум пĕтерсе зоотехник профессине алла илнĕ. Унтан Костромари ял хуçалăх академине пĕтернĕ. Каярахпа Арзамасри педуниверситетран вĕренсе тухса учитель дипломне алла илнĕ. 2002 çулта вара Атăлçи университечĕн Шупашкарти филиалне пĕтерчĕ. "Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен", - тенĕ евĕр Герольд Петрович шав малалла талпăнать. Хăвăлçырмасене биологи предметне вĕрентет терĕмĕр, Чутей ачисене - ют чĕлхе. Унăн интересĕсене каласа та пĕтереймĕн: пĕр çеккунт та ахаль тăма пултараймасть.
Ăста педагог çеç мар, юратнă мăшăр та, хисеплĕ атте те. Чунтан юратакан мăшăрĕ - Людмила Васильевна Çирĕклĕ Шăхалĕнчи участок ветеринарĕ. Туслă та килĕшỹллĕ çемьере пĕр ывăл ỹсет. Петр пиллĕкмĕш класра вĕренет.
Ловкинсен кил-çурчĕ тирпей-илемпе, пахчара чечек нумай ỹстернипе ялта ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Хăй ĕмĕрĕнче йывăç нумай лартнă Герольд Ловкинăн малашнехи планĕсем те пысăк. Тавралăха илем кỹрекен ар çын ăсталăхĕнчен тĕлĕнме пăрахмастăн: сад ăсти, выльăх-чĕрлĕхе юратакан, учитель ĕçне алла илнĕскер плотник-столяр ĕçне те пултарать. Чăн-чăн ар çын теççĕ ун пек çынна ялта.
"Елчĕк Ен"