Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кăмăллă юлчĕç

     Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче Патреккел ялĕнчи культура çуртне ялти ватăсем хăйсен уявне паллă тума пуçтарăнчĕç. Культура çурчĕн директорĕ В.Борисова, Патреккел халăх хорĕн ертỹçи Г.Борисов кинемейсемпе мучисене кăмăллăн кĕтсе илчĕç, тутлă чейпе сăйларĕç, асăнмалăх сăн ỹкерттерчĕç.
     Çулталăкра пĕрре килекен уява пухăннă май аслă ăру çыннисен ĕлĕкхи пурнăçа аса илсе чуна уçса калаçмалли чылай пулчĕ. Ватăсем тĕл пулупа кăмăллă юлчĕç.


"Елчĕк Ен"
04 октября 2005
00:00
Поделиться