Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ырă ĕçе хутшăнар

     ЧР Президенчĕн 2005 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕнче çирĕплетнĕ Указăн Йывăç кунĕнчи девизĕ: "Йывăç ларт тата ăна упраса ỹстер". Асăннă йышăнăва пурнăçласа çуркунне район центрĕнче тата ялсенче 150 пин тĕп тĕрлĕ йывăç лартса хăварнăччĕ. Çакăнпа çеç ĕç вĕçленмест. Н.Федоров Президент калашле, йывăç-тĕме упраса ỹстермелле. Районти предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсем лартнă хунавсене çу каçипех тĕплĕн асăрхаса-сăнаса тăчĕç. Ку енĕпе уйрăмах район администрацийĕнче ĕçлекенсем тĕслĕх кăтартрĕç.
     Юпа уйăхĕн 7-мĕшĕнче - Йывăç кунĕнче çеç мар, унран каярахри тапхăрта та сахал мар йывăç-тĕм лартса хăварма хатĕрленетпĕр. Ку тĕлĕшпе район администрацийĕн пуçлăхĕ ятарласа йышăнни те пур: районта авăнăн 25-мĕшĕнчен пуçласа юпа уйăхĕн 25-мĕшĕччен йывăç лартассипе уйăхлăх иртет.


"Елчĕк Ен"
04 октября 2005
00:00
Поделиться