Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хĕле хатĕрленсе

     "Труд" ял хуçалăх производство кооперативĕн Тĕмерти ĕне фермин коллективĕ хальхи вăхăтра кашни ĕнерен талăкра 11 килограмм сĕт суса илет. Ку кăтарту иртнĕ çулхинчен пысăкрах. Фермăра 7 доярка. Вĕсем пĕр-пĕринпе ăмăртса, килĕштерсе вăй хураççĕ. Ăмăрту çĕнтерỹçисем - Людмила Григорьевăпа Валентина Козлова. Вĕсем хăйсене çирĕплетсе панă ĕнесенчен куллен 12-13-шер килограмм сĕт суса илеççĕ.

     Фермăсене хĕле хатĕрлесе М.Козлов ертсе пыракан бригада ĕне, пăру витисен маччисене юсарĕ, урайĕсене çĕнетрĕ. Пиллĕкĕн вăй хураççĕ юсав бригадинче. Пĕчĕк юсав ĕçĕсем татах та пур-ха. Вĕсене çывăх кунсенче пурнăçласшăн.



"Елчĕк Ен"
04 октября 2005
00:00
Поделиться