Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Çамрăксем пуçарнипе

     Районта футбол вăййине кăмăллакансем сахал мар. Юлашки вăхăтра ялсенче пурăнакан çамрăксем пĕр-пĕринпе тĕл пулса ăмăртусем ирттересси йăлана кĕрсе пырать.
     Акă, Аслă Елчĕк ялĕн кубокĕшĕн пыракан ăмăртăва 5 команда хутшăннă. Аслă Елчĕк, Елчĕк, Кармал, Кушкă, Патреккел командисем пĕр-пĕринпе тĕл пулса вылянă. Финалта хĕрỹ кĕрешỹре Елчĕк ялĕн футболисчĕсем Аслă Елчĕксене 1:0 шутпа парăнтарнă, кубока çĕнсе илнĕ.
     Ун хыççăн Кармалти, Патреккелти, Кушкăри футболистсене Елчĕксем хăйсем патĕнче йышăннă. Каллех хĕрỹ кĕрешỹ пынă. Финалта Кармалсемпе Елчĕксем тĕл пулнă. Вăйăра 1:0 шутпа çĕнтерсе, Кармал футболисчĕсем Елчĕк ялĕн кубокне хăйсем патне илсе кайнă.


"Елчĕк Ен"
04 октября 2005
00:00
Поделиться