Çĕнĕ лавкка
Кĕркуннехи вăрманти кăмпасем пек ỹссе лараççĕ район центрĕнче предпринимательсен лавккисем. Виçĕм кун районти тĕп больница çывăхĕнче тепĕр суту-илỹ центрĕ уçăлчĕ. Поселокра пурăнакансемшĕн, больницăна килекенсемшĕн меллĕ вăл. Лавккисем уçăлсах тăраççĕ-ха, анчах ял çыннин шалăвĕ пĕрре те ỹсмест. Кĕсье пушă чухне вара тутлă çиесси çинчен шухăшласах килмĕ.
"Елчĕк Ен"