Умра - такăр çул
Этемĕн çĕр çинчи тĕп тивĕçĕ - йăха малалла тăсасси. Ашшĕ-амăшĕ ачисене ỹстерет, вĕрентсе пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларать. Çитĕнсе çитнĕ ывăл-хĕр çĕнĕ çемье çавăрать. Тин çеç чăмăртаннă мăшăра çемье вучахне амалантарма малтанлăха пĕрре те çăмăл мар: харпăр хăй çуртне тумалла е хваттерне илмелле, вĕсенче хăтлăх кĕртмелле. Кунта ашшĕ-амăшĕн, тăванĕсен пулăшăвĕ вырăнлă. Патшалăх ачаллă çемьесене субсиди тата процентсăр, сахал процентлă кредитсем уйăрни темрен те паха.
Чăваш Республикин Президенчĕ 2002 çулта "Чăваш Республикинчи граждансене патшалăх пулăшăвĕ парассине вăйлатасси çинчен" Указ кăларнăччĕ. Çак виçĕ çул хушшинче асăннă Указпа усă курса пирĕн районта та чылай çемье пỹрт-çуртлă, хваттерлĕ пулчĕ. Вăл шутра - Аслă Елчĕкре пурăнакан Алексейпе Наталия Черновсем. "Çамрăк çемье" программăпа усă курса ипотека кредичĕ илчĕç вĕсем. Асăннă укçапа Елчĕк ялĕнчи Çурçĕр урамĕнче хăйсене валли икĕ пỹлĕмлĕ хваттер туянчĕç. Черновсем çемье тĕвĕленĕренпе икĕ çул ытла иртрĕ. Пĕр-пĕринпе килĕштерсе, пĕрне-пĕри çур сăмахран ăнланса пурăнаççĕ вĕсем. Çемьере ывăл çитĕнет. Егор çак кунсенче çулталăк та тăватă уйăх тултарчĕ. Çемье пуçĕ - Александр электрик специальноçне алла илнĕ. Наталия аслă пĕлỹллĕ, Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕнче система администраторĕнче вăй хурать вăл.
Чăн та, патшалăх çамрăксене пысăк пулăшу кỹни пурнăçа чылай ансатлатать. Мĕнех, телей те такăр çул вĕсене.
"Елчĕк Ен"