Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

"Трактор" операци вĕçленчĕ...

     Кашни çулах, йăлана кĕнĕ тăрăх, çурла уйăхĕнче республикăра "Трактор" операци йĕркелеççĕ. Çак тапхăрта профилактика ĕçĕсене ирттерни çул çỹремелли, техникăна патшалăх енчен шута илмелли йĕркелĕхе аталанма пулăшать. Патшалăх техника асăрхавĕн, ГАИ ĕçченĕсем çулсем çине тухрĕç, предприятисемпе организацисене çитрĕç. Операци-уйăхлăх тапхăрĕнче пурĕ 344 трактора, хăй тĕллĕн çỹрекен ытти машинăна, прицепсене тĕрĕсленĕ. Шел пулин те, çитменлĕхсене чылай курма май килчĕ. Тĕрĕсленĕ механизмсенчен 21-шĕ çул çỹремелли, 14-шĕ техника хăрушсăрлăхĕн, 6-шĕ тавралăх сыхлавĕн йĕркисене пăхăнманни палăрчĕ.
     Йĕрке тăрăх, техникăна патшалăх енчен регистрацилемелле, техника енчен тĕрĕслемелле. Анчах та çаксене специалистсем шута хуманни те туйăнать. "Трактор" операци-уйăхлăх вăхăтĕнче 3 техникăна патшалăх регистрацийĕн докуменчĕсем çуккипе, 14 трактора техника тĕрĕслевĕ витĕр тухманнипе тытса чарнă.
     Механизаторсемпе водительсен ĕçе е çула тухнă чухне кирлĕ документсем çукки те палăрать. Акă, 5 механизатор техникăна çỹретме ирĕк паракан удостоверенисĕр, 6 механизатор регистраци докуменчĕсемсĕр, 7 механизатор путевкăсăр ĕçе пуçăннине палăртнă. Унсăр пуçне, ытти хутсене те вĕсем хăйсемпе пĕрле илме темшĕн "манаççĕ".
     Тĕрлĕ çитменлĕхсемшĕн 62 механизаторпа водителе, предприятисемпе организацисен должноçри 13 çыннине административлă майпа асăрхаттарма, 39 çынна штрафлама тиврĕ.
     "Трактор" операци-уйăхлăх вĕçленчĕ пулин те, çул çỹремелли, техникăна юсавлă тытмалли йĕркесем пирки пĕрре те манас марччĕ.


"Елчĕк Ен"
23 сентября 2005
00:00
Поделиться